Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тата лайăхрах ĕçлеме майсем пур

22 февраля 2011 г.

(Пуху хыççăнхи шухăшсем)

Хаçатра ĕçленĕ май чылай ял хуçалăх предприятийĕнчи отчетлă, отчетпа суйлав пухăвĕсенче пулма тÿр килчĕ. Хăш хуçалăхра председательсене тăтăшах улăштарса пычĕç, унта лару-тăру япăхланса пыни палăрчĕ. «Сундырь», «Красный Октябрь», «Культура» хуçалăхсем саланчĕç, ячĕсем те историе кĕрсе юлчĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсене нумай çул ертсе пыракансем ĕçлекен хуçалăхсем иртнĕ çулхи кăткăс вăхăтра та çухалса каймарĕç, таса тупăш та илме пултарчĕç.

«Труд» ял хуçалăх кооперативĕн отчетлă пухăвне В.П.Николаев председатель уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Çулталăкра хуçалăх ĕçченĕсем тĕрлĕ ĕç пурнăçланине палăртрĕ. Вĕсемпе паллаштарма тĕп специалистсене сăмах пачĕ. Малтанах тĕп агроном Г.В.Кузьмин тухса калаçрĕ. «Иртнĕ çул агротехника ĕçĕсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçланă пулин те пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсене кашни гектар пуçне 19,2 центнер çеç пуçтарса илтĕмĕр»,— пĕлтерчĕ вăл. Ытти çулсемпе танлаштарсан ку кăтарту сахалрах. Çапах та район шайĕнче пĕлтĕрхи çулшăн япăхах та мар. Геннадий Васильевич кăçал пурнăçламалли ĕçсем çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Хуçалăхăн хирĕсене çĕртме туса хăварнă. Вăрлăхсемпе ĕçлеççĕ. Элита сортлисене туяннă. 65 гектар çине çĕр улми лартса хăварасшăн. «Плансем пысăк. Вĕсене пурнăçлас тесен кашнин тăрăшни, яваплăха туйса ĕçлени кирлĕ»,— терĕ вăл хăй сăмахне вĕçлесе.

Машинăпа техника паркĕн ĕçĕ-хĕлĕпе Ш.Ш.Гимальдинов паллаштарчĕ. Хуçалăхра 14 автомашина, çав шутран 9-шĕ — груз турттармаллисем. Вĕсене пĕрне те пушăлла ĕçлеттермен. Тракторсемпе те ĕçе вăхăтра пурнăçлас тесе тимленĕ. Кооперативра ăста механизаторсем вăй хураççĕ. Ака-суха ĕçĕсене йĕркеллĕ, кĕске вăхăтра ирттерме майсем пуррине палăртрĕ вăл. «Труд» ял хуçалăх кооперативĕ 2010 çулта усă куракан кашни 100 гектар çĕр пуçне 54,9 центнер (районăн вăтам кăтартăвĕ 43,7 центнер) аш-какай, 386,3 центнер сĕт туса илнĕ. Пухура выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе тимлĕрех ĕçлемеллине палăртрĕç. Çакна пурнăçлама пĕтĕм условисем пур. Витесем çĕнĕ, хăтлă тесен те юрать. Выльăх апачĕ кирлĕ чухлĕ хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Ĕçлекенсем хастар. Кооперативра ĕнесен сĕт антараслăхĕ пĕчĕк пулни ферма ĕçченĕсене пăшăрхантармалла. Районăн вăтам кăтартăвне те çитеймест.

Сысна фермин заведующийĕ Е.В.Наумова та хăй шухăшĕсене пĕлтерчĕ.

Темĕнле хĕн çул пулсан та кооператив çулталăка тупăшпа вĕçлеме пултарнă. Çакăн пирки Г.Х.Алимова бухгалтер каласа пачĕ. Вăлах хуçалăхăн укçа-тенкĕ ыйтăвĕсемпе паллаштарчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, кооператив çука юлман. Ĕçлекенсене вăхăтра ĕç укçи панă, ытти тÿлевсемпе те татăлса пынă. Çакна ревкомисси председателĕ Р.Х.Мирзетзянов та хăйĕн отчетĕнче çирĕплетрĕ. Кооператив пĕлтĕр япăх мар ĕçленине, финанс тĕлĕшпе çитменлĕхсем пулманнине палăртрĕ.

Специалистсен сăмахĕсем хыççăн пĕтĕмлетÿсемпе кооператив председателĕ В.П.Николаев тухса калаçрĕ. Вăл дисциплина ыйтăвĕсем, малашнехи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ.

Пухура нумай ыйтăва сÿтсе яврĕç. Анчах та шăпах кооперативра куллен тăрăшса ĕçлекенсем çăварĕсене шыв сыпнăн ларчĕç. Тăван хуçалăх малалла та аталанса пытăр тесен мĕн тумалла; Çак тата ытти ыйтусем пирки хăйсен шухăшĕсене пĕлтермеллехчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Ф.Волков «Труд» ял хуçалăх кооперативĕ районта лайăххисен йышĕнче пулнине палăртрĕ. Кĕскен районти лару-тăрупа паллаштарчĕ. «Сирĕн хуçалăх тата пултаруллăрах ĕçлессе шанатăп»,— терĕ вăл. Кооперативăн сĕтпе тата çĕр улмипе ăнăçлăрах ĕçлеме тăрăшмалла, çав вăхăтрах ытти отрасльсем çине те алă сулмалла мар.

Ĕçре малта пыракансене халăх умĕнче чыслани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă вĕсене хавхалантаратех. Председателĕн аллинчен ĕçченсен пĕр ушкăнĕ премисем илчĕ.

Пухуранах курăнчĕ ĕнтĕ, кооператив ĕçченĕсен ĕмĕчĕсем пысăк. Вĕсене пурнăçлама пурте тăрăшсан çеç пулĕ.

Пуху ĕçлĕ лару-тăрура ирт-рĕ. Специалистсен отчечĕсем хыççăн кооперативра ĕçлекенсен кирлĕ пĕтĕмлетÿсем тума май пулчĕ. Малашне те «Труд» ял хуçалăх кооперативĕ ăнăçлă ĕçлессе шанма пулать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика