Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе çăмăллатма тăрăшаççĕ

22 декабря 2010 г.

«Труд» ЯХПКн Чĕчкенти сĕт-çу фермине каçхи сăвăм вăхă-тĕнче çитрĕм. Эпĕ пынă чухне кунта пикенсех ĕç вĕретчĕ. Дояркăсем ĕнесене сăватчĕç. «Халĕ ĕç чылай çăмăлланчĕ. Сĕте алăпа йăтмалла мар. Вăл тÿрех пăрăхсемпе сивĕтекен танкера çитет»,— терĕç вĕсем кăмăллăн. Паллах, кун пек чухне ĕçĕ те хăвăртрах вĕçленет, сĕт те пахалăх енчен лайăх. Ремис Хаертдинов лаборант (вăл пăрусем патĕнче скотник та) сĕт пахалăхне тĕрĕслет, Виссарион Маликов сăвакан агрегатсене пăхса тăрать.

Р.М.Шарафутдинов зоотехник та, ферма заведующийĕ М.Р.Хуснетдинов та кунтахчĕ. Вĕсемпе калаçрăм. Хуçалăхăн пурĕ 577 пуç мăйракаллă шултра выльăх. Вĕсенчен 160-шĕ — сăвакан ĕнесем. Сăвăм чакнă. «Январь, февраль, март уйăхĕсенче пăруламалли ĕнесем пур. Ун чухне сăвăм ÿсмелле. Çуркунне çитерме ыраш акса хăварнă»,— пĕлтерет Ремис Минихалимович. Йывăрлăхсем пур ĕнтĕ. Çапах та кооперативра сăвакан ĕнесен йышне чакарасшăн мар.

Ĕне сунă çĕрте Фезиле Минибаева, Зинаида Тарасова, Галина Герасимова дояркăсем тăрăшаççĕ. Вĕсем ку ĕçре чылай çул вăй хураççĕ. Владимир Григорьев, Анатолий Никифоров, Илдар Юнусов скотниксем те маттур. Пушмак пăрусене Николай Волков пăхать. Пăрусем патĕнче ĕçлекен Ирина Кудрина, Суимбике Мухутдинова, Любовь Николаева, Алевтина Кириллова, Галина Губанова пултаруллă. Рауф Шарафутдинов мăйракаллă шултра выльăх самăртнă çĕрте тăрăшать. Ÿт хушаслăх япăхах мар.

Елена Наумова хăех ветеринар та, осеменатор та. Чылай çул тăрăшать вăл çак ĕçсенче.

«Труд» ял хуçалăх кооперативĕнче сыснасем 470 пуç пур. Вĕсене Мария Макаровăпа Елена Волкова пăхаççĕ. Анатолий Макаров сыснасене апатпа ти-вĕçтерес тесе тимлет.

Кăçалхи çул пур çĕрте те апат проблеми çивĕч тăрать. Çакă, паллах, «Труд» хуçалăхра та сисĕнет. Апла пулин те чиперех хĕл каçма ĕмĕтленеççĕ, майсем тупаççех. Чи кирли — продуктивлăх ан чактăр тесе çине тăни. «Ĕçлекенсем маттур, анчах та вĕсенчен чылайăшĕ пенси çулнелле çывхарать. Çамрăксем халĕ фермăна ĕçлеме килесшĕнех мар. Вĕсем кайсан — камсем ĕçлĕç — ку проблема»,— тет тĕп зоотехник.

Эпĕ фермăри ĕç-хĕл пирки калаçнă вăхăтра дояркăсем ĕç пĕтерсе кайрĕç.

Килелле утнă май ферма еннелле çаврăнса пăхрăм. Хуçалăхăн витисем кивĕ мар. Унта ĕçлекенсене кирлĕ условисем туса парас тесе кооператив правленийĕ чылай тăрăшать. Апла пулсан малашне çитĕнÿсем пулаççех.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика