Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака хыççăн савăнчĕç, хăпартланчĕç

26 мая 2010 г.

«Труд» ял хуçалăх кооперативĕнче çурхи ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн Акатуй-Сабантуй уявне ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал та пулчĕ вăл.

Ăна кооператив ертÿçи В.П.Николаев уçрĕ, ĕçченсен ячĕпе салам сăмахĕсем каларĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Б.М.Каринкин, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Х.С.Идиатуллин, Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов та сăмах илчĕç. Ял хуçалăх ĕçченĕсен хастарлăхне, пултарулăхне палăртрĕç. Василий Петрович çур акинче хастар ĕçленĕ механизаторсене, выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекенсене уйрăммăн палăртса чысларĕ. Сцена çине парне илме В.Скворцов, М.Алимов, А.Григорьев, А.Миназетдинов, Д.Скворцов, А.Шуряшкин, С.Скворцов, М.Тимергалеев, М.Юнусов, Э.Григорьев пĕрин хыççăн пĕри хăпарчĕç. Вĕсем чăннипех те акара вăй парса, ĕçе пахалăхлă пурнăçлас тесе тăрăшнă.

Фермăсенче те вăл тапхăрта ĕç чарăнса ларман. А.Макаров, И.Кудрина, Л.Николаева, Г.Герасимова наградăсене тивĕçрĕç. Бригадăра ĕçлекенсем маттур пулнине те палăртрĕ председатель.

Савăнăçлă самант хыççăн сцена çине Аслă Чурачăкри социаллă культурăлла центр çу-мĕнчи художество пултарулăх коллективĕ, Аслă Чурачăкри вăтам, Чĕчкен тĕп шкулĕсенчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, уйрăм юрăçсем тухрĕç. Чăваш, тутар, вырăс юррисемпе ташшисем те пулчĕç программăра. Аслисем те, çамрăккисем те, пĕчĕккисем те хăйсен пултарулăхне кăтартма тăрăшрĕç.

Уяв спорт мероприятийĕсемпе пуян пулчĕ. Автанла çапăçса Э.Гафуровпа К.Зверев палăрчĕç. Н.Волков тулă, И.Кудрина сĕлĕ миххине пуринчен хăвăртрах йăтса çаврăнчĕç. Михĕ тăхăнса чупакансем хушшинче К.Зверева çитекенни пулмарĕ. Н.Крылов кире пуканне чи нумай хут çĕклерĕ. Армрестлинг енĕпе Э.Гафуров пурне те парăнтарчĕ.

Спорта юратакансене чи нумай пуçтараканни, паллах, кĕрешÿ кавирĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешсе 32 килограмлисем хушшинче А.Сакмаров (А.Тимĕрчкасси), 38 килограмлисенчен С.Григорьев, 42 килограмлисенчен Р.Козлов, 54 килограмлисенчен А.Трофимов палăрчĕç. Абсолютлă чемпион ята тата такана Н.Крылов çĕнсе илчĕ. Тутарла-пушкăртла кĕрешсе М.Алимов мала тухрĕ.

Уява район пуçлăхĕ Г.Волоков та килнĕ. «Тав» компанин генеральнăй директорĕ А.П.Капитонов хăйне вĕрентнĕ учитель-ветерансене валли парнесем те илсе çитернĕ. Суту-илÿ предприятийĕсемпе уйрăм предпринимательсем уява килнисене тĕрлĕ тавар сĕнчĕç. Шашлăкăн техĕмлĕ шăрши хăй патне туртрĕ. Икĕ ял халăхĕ, хăнасем çак кун чун каничченех савăнчĕç.

Çимĕк кунĕнче аслăчурачăксем каçхине вăййа тухрĕç. Кунта та юрă-ташă пулчĕ. Шăмат кун — вырсарни кун ял халăхĕ хавхаланчĕ, хăпартланчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика