Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака-суха ĕçĕсене пуçăнма хатĕр

21 апреля 2010 г.

Ял хуçалăх предприятийĕсенче халь хĕрÿ ĕç вăхăчĕ. Умра яваплă тапхăр — ака-суха ĕçĕсем. Çанталăк ăшăтса пынă май паян-ыран районти хуçалăхсем акана пуçăнаççĕ. Тĕрлĕ ыйтăва, çитменлĕхсене сÿтсе явас тесе пуçтарăнчĕç те ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, инженерĕсем, агрономĕсем апрелĕн 16-мĕшĕнче «Труд» ял хуçалăх кооперативĕнче.

Пухăннисем чи малтанах «Труд» ЯХПК-ри машинăпа трактор паркĕнче пулчĕç. Унти техникăпа паллашрĕç. Район пуçлăхĕ Г.Волков, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.Киргизов районта ака ĕçĕсене еплерех хатĕрленнине кĕскен каласа пачĕç. «Пĕтĕмĕшле илес пулсан, пур ял хуçалăх предприятийĕ те акана тухма хатĕр. Хуçалăхсенче юлашки ĕçсем пыраççĕ: вăрлăха хатĕрлесе çитермелле, техникăна юсаса пĕтермелле»,— терĕ Геннадий Федорович. «Труд» хуçалăхра акана паян тесен паян тухма хатĕр. Тракторсемпе машинăсене, акмалли ытти хатĕрсене юсаса çĕнетнĕ, сăрланă. Кăна пухăннисем хăйсем курса хакларĕç, çирĕплетрĕç. Кунта 3 касăллă акмалли агрегатпа усă кураççĕ. Çакă чăнах та меллĕ. Кун йышши агрегат районти 4—5 хуçалăхра çеç. Машинăпа трактор паркĕнче тирпейлĕх хуçаланни те тÿрех куçа курăнать — пĕтĕм техника хăй вырăнĕнче.

Унта пулнă хыççăн канашлăва хутшăнакансем Аслă Чурачăкри культурăпа кану центрĕнче пухăнчĕç. Вырăнти «Илем» вокал ансамблĕ юрăсемпе савăнтарчĕ.

Патшалăх техника надзорĕн тĕп инженерĕ С.Кокарев техника юсавлăхĕн тĕрĕслевĕ мĕнле пыни çинче чарăнса тăчĕ. «Районта техника тĕрĕслевне мартăн 24-мĕшĕнче пуçланă. Апрелĕн 28-мĕшĕ тĕлне çак ĕçе вĕçлеме палăртнă. Хальлĕхе 23 ял хуçалăх предприятийĕнче тĕрĕслев ирттернĕ. Çитменлĕхсене кĕске вăхăтрах, ака-суха ĕçĕсене тухиччен, пĕтермелле. Чылай хуçалăхра тĕрĕслеве чăнах та тĕплĕн хатĕрленнине палăртма кăмăллă. Ку енĕпе кашни çул «Урожай» колхоз, «Асаново», «Труд», «Слава», «Рассвет» хуçалăхсем, «Слава картофелю» агрофирма лайăх ĕçлеççĕ. Хăш-пĕрисен механизаторсен удостоверенийĕсене йĕркене кĕртмелле. Ĕçри хăрушсăрлăх правилисене те çирĕп пăхăнма тивет. Машинăпа трактор паркĕсене çĕнетнĕ май, механизаторсене çĕнĕ йышши техникăпа ĕçлеме вĕрентмеллех. Унсăрăн инкек курасси çавăнтах»,— терĕ сăмахне пĕтĕмлетсе Сергей Николаевич.

Ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ И.Минетуллин ака-суха ĕçĕсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ. Тĕслĕхрен, кĕрхи тулă калчисем лайăх хĕл каçнă теме иртерех-ха. Хĕл сивĕ пулни çак культура çине пысăк витĕм кÿме пултарнă. Хуçалăхсенче акмалли вăрлăха хатĕрлесех çитермен, вĕсенчен 80 проценчĕ çеç кондициллĕ. Субсиди илес тесен вара пур хуçалăхсен те кондициллĕ вăрлăх çеç акмалла. Апла пулсассăн çак кунсенче тата 20 процент вăрлăха тĕрĕслеттермелле. Хуçалăхсем удобрени, çунтармалли- сĕрмелли материалсем çителĕклĕ туяннă.

Канашлура ĕçри хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнасси пирки те сăмах хускатрĕç. Ку енĕпе чăнах та тимлĕ ĕçлемелле. Мĕншĕн тесен пĕлтĕр республикăра та, районта та инкек чылай пулчĕ. Çынсем аманнипе пĕрлех вилнĕ тĕслĕхсем те пур. Çавăнпа та ертÿçĕсен çакăн çине пысăк тимлĕх уйăрма тиветех. Тĕп зоотехник К.Гимальтдинов выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусемпе паллаштарчĕ. Шел те, кăçал мăйракаллă шултра выльăх шутне чакарнă. Пĕлтĕрхинчен 400 пуç сахалрах. Сĕт суса илес енĕпе япăх мар ĕçлетпĕр. Вăтамран кашни ĕнерен — 14,3 килограмм. Выльăхсен ÿт хушаслăхне ÿстересси ытларах мĕнле апат çитернинчен килет. «Искра», «Урожай» колхозсенче, «Труд», «Рассвет» хуçалăхсенче ятарлă витаминлă апатпа, сăра каяшĕсемпе (дробинка) апатлантарасси çине куçнă. Çуллахи кĕтĕве йĕркелесси çине те пысăк тимлĕх уйăрмалла, шывпа вăхăтра ти-вĕçтермелле. Районти ветеринари службин начальникĕ Р.Велимухаметов та тухса калаçрĕ. Выльăх-чĕрлĕхе вăхăтра вакцинăламалли, тĕрлĕ чир-чĕртен асăрханмалли çинче чарăнса тăчĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисене канăçсăрлантаракан ыйтусем сахал мар. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем хаклă пулни, продукци йÿнелни нумай чăрмав кăларса тăратать. Вăй илсе ĕçлесе кайма çăмăлах мар. Апла пулсассăн та вĕсем пуçа усмаççĕ, акана хатĕрленеççĕ, лайăх ĕçлесе ăна кĕске вăхăтрах вĕçлеме палăртаççĕ. Шел пулин те, канашлăва хăш-пĕр хуçалăхсен представителĕсем хутшăнма кăмăл туман. Çакна мĕнпе сăлтавлаççĕ-ши вĕсем? Пĕр-пĕрин опычĕпе, ĕçĕпе паллашни кирлех мар тенĕ-ши?

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика