Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача сачĕ пуçламăшĕсен – пуçламăшĕ

14 апреля 2010 г.

Ача тивĕçлĕ воспитани илесси чи малтан ашшĕ-амăшĕнчен килет. Унпа пĕрлех ача садне çÿрени те шăпăрлансен пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Унта вĕсене тĕрлĕ енлĕ аталанма пĕтĕм услови туса пама тăрăшаççĕ те. Режимпа апатланни, вăхăтра выляни, çывăрни, уçăлма тухни – пурте тавракурăма, пĕлĕве, воспитани шайне ÿстерме май параççĕ. Ача садне çÿрекенсем, килте ларакан ачасемпе танлаштарсан, тĕрлĕ енлĕ аталанаççĕ. Çавна май кашни шăпăрлан садике çÿреме тивĕç. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те районта. Акă, ялсенчи шкулсенче вăхăтлăх çÿремелли ушкăнсем уçни те — пысăк утăмсенчен пĕри.

Çитĕнекен ăру çине пысăк тимлĕх уйăрни чăннипех те паха. Çак тĕллевпех районти хăш-пĕр ялсенче, ача садикĕсем çук çĕрте, вăхăтлăх çÿремелли ушкăнсем уçăлчĕç. Вĕсене шкулсенче йĕркеленĕ. Кунта ачасене аталанма пĕтĕм услови те пур: выляççĕ, вĕренеççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ... Пĕр сăмахпа каласан, вăхăта усăллă ирттереççĕ, шкула кайма та хатĕрленсе çитеççĕ.

Çакăн пек ушкăнсене кăçал Александровкăра, Чĕчкенре уçрĕç те. Апрелĕн 12-мĕшĕнче Чĕчкен ялĕнче пурăнакансен ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Тĕп шкул çумĕнче ачасене вăхăтлăх çÿремелли ушкăн валли хатĕрленĕ пÿлĕме савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н.Максимов, Чĕчкен тĕп шкулĕн директорĕ А.Гибатдинова, Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Лукиянов тата сумлă ытти хăнасем пухăннисене саламларĕç, ăнăçу сунчĕç. Ачасен ашшĕ-амăшĕсем те чунтан савăннине пытармарĕç.

Районта 6 ача сачĕ ĕçлет. Унта пурĕ 480 ача çÿрет.

Унпа пĕрлех шкулсенчи вăхăтлăх çÿремелли 13 ушкăнра — 247 ача. Александровка, Чĕчкен тĕп шкулĕсенчи ушкăнсене 35 ача илме палăртнă. Хирти Выçлири пуçламăш шкул- ача садне 19 шăпăрлан çÿрет.

Тĕрлĕ ÿсĕмри 15 ачана «Капелька» ушкăн йышăнма хатĕр те. Вĕсене валли ятарлă сĕтел-пукан, теттесем туяннă. Спонсорсем те чылай пулăшу кÿнĕ. «Стройсервис» АХО (Ф.Рахимзянов) ĕçченĕсем юсав ĕçĕсене пурнăçланă, тирпей-илем кĕртнĕ. Халĕ кунта чăннипех те хăтлă, илемлĕ. Çакна пухăннисем хăйсен куçĕпе курса хакларĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика