Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх – пирĕн пуянлăх

27 февраля 2010 г.

Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче кăрлачăн 20-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 23-мĕшĕччен спортпа массăллă оборона уйăхлăхĕ иртрĕ. Çак тапхăрта шкулта тĕрлĕ мероприятисем йĕркелерĕç. Сăмахран, волейбол турнирĕ. Уйăхлăх вăхăтĕнче шкул ачисем Анат Тимĕрчкасси, Чĕчкен тĕп тата Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕсенче вĕренекенсемпе тĕл пулусем ирттерчĕç. Вăйăсем питĕ кăсăклă пулчĕç. Пирĕн шкул ачисем çĕнтереймерĕç пулин те вĕсен кăмăлĕсем хуçăлмарĕç. Вĕренекенсем малалла татах та хастар пуласса шанас килет.

Нарăсăн 19-мĕшĕнче спортзалра 8—11-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче «Вăйлисем тата хастаррисем» конкурс иртрĕ. Ку конкурсра ачасем противогаз тăхăнассипе, пĕрремĕш пулăшу парас, автомата сÿтсе пуçтарас енĕпе, пушар шлангĕпе усă курассипе тупăшрĕç. Пуринчен те маттуррисем — 11-мĕш класра вĕренекенсем: В.Николаева, К.Шикарева, Э.Гайнуллова, С.Никифоров, Д.Лукиянов, Д.Алексеев. Иккĕмĕш вырăна — 10-мĕшсем, виççĕмĕшне 8-мĕшсем тухрĕç. Çавăн пекех шкулта тĕл перессипе ирттернĕ ăмăртăва ачасем хастар хутшăнчĕç.

1—4-мĕш класра вĕренекенсем хушшинче «Хаваслă стартсем» вăйăсем те йĕркелерĕç.

Шкулта тата ытти спорт енĕсемпе те тăтăшах ăмăртусем йĕркелеççĕ. Спорт залĕ хăтлă, пĕтĕм условисем пур. Инвентарьсемпе пуян тесен те тĕрĕсех пулĕ. Ачасем унта хапăлласа çÿреççĕ, тренировкăсем ирттереççĕ. Çавăнпа та çитĕнÿсем те пур.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика