Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă класс

27 февраля 2010 г.

Аслă Чурачăк вăтам шкулĕ — районти чи ватă шкулсенчен пĕри. Кунтан сумлă çынсем чылайăн вĕренсе тухнă. Шкул паянхи самана уттипе тан пырать, вĕренÿ тытăмĕнче çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртес тесе тăрăшатпăр. Вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те пултаруллă. Район, республика шайĕнче иртекен конкурссене, олимпиадăсене тăтăшах хутшăнаççĕ, малти вырăнсем йышăнаççĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче иртнĕ олимпиадăсенче пирĕн шкул вĕренекенĕсем малти 20 вырăна йышăннă. Çавăн пекех районта пулнă ытти мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ шкул ачисем.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ П.В.Семенов ирттерекен «Супер класс» конкурсран та айккинче юлма шутламарĕç вĕренекенсем. Ку конкурса 10—11-мĕш класс ачисем хутшăнчĕç. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх чи пултарулли — 11-мĕш класс. Унта пурĕ 19 вĕренекен. Вĕсенчен чылайăшĕ — отличниксемпе ударниксем. Районти предмет олимпиадисенче çак класра вĕренекенсем 12 малти вырăн йышăнма пултарчĕç. Уйрăмах класра М.Никифорова, В.Николаева, Э.Гайнуллова питĕ хастар. Сăмахран, Э.Гайнуллова тутар чĕлхипе тата литературипе олимпиадăна хутшăнса пирĕн район, республика чысне Хусан хулинче хÿтĕлерĕ. Вăл 2-мĕш тата 4-мĕш вырăнсем йышăнма пултарчĕ. Класри ачасем спортпа та питĕ туслă. Шкулта иртекен пур мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ. Волейболла выляма юратаççĕ. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен ăмăртăвĕнче С.Никифоров, М.Анисимов, Д.Алексеев пĕр хутчен мар мала тухнă.

«Лыжня России» ăмăртăва та 11-мĕш класра вĕренекенсем хастар хутшăнчĕç. К.Шикарева тата М.Анисимов пĕрремĕш вырăнсене тухрĕç.

Юрă-ташăра та палăрса тăраççĕ. Сăвă вулакансен нарăсăн 13-мĕшĕнче иртнĕ конкурсне хутшăнса Р.Мавлютов 1-мĕш, А.Леонтьев 2-мĕш, Э.Гайнуллова 1-мĕш, В.Николаева 2-мĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Çĕршыва хÿтĕлекенсен кунне халалланă вăйăра 11-мĕш класс команди пĕрремĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.

Класра 4 ял ачи вĕренет. Туслă коллектива вырăс чĕлхипе литература учителĕ Г.Ф.Никифорова ăста ертсе пырать. Галина Федоровна ачасен кăмăлне тупма, вĕсене хавхалантарма пултарать. Вĕренекенсем те ăна юратаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика