Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашнин яваплăха туймалла

17 февраля 2010 г.

«Труд» ял хуçалăх кооперативĕнче икĕ халăх çыннисем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесе пыраççĕ. Ÿсĕмсем те пур. Уй-хир ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлаççĕ, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи кăтартусем те аван. Иртнĕ çул мĕнле ĕçленĕ? Хăш енĕпе кăтартусем япăхрах; Малашне тата мĕн тумалла? Çакă тата ытти ыйтусемпе кооператив правленийĕ отчетлă пухура ĕçлекенсем умне тухрĕ. В.Николаев председатель пухăва уçнă хыççăн тĕп специалистсене сăмах пачĕ. Чи малтан трибуна умне Г.Кузьмин тĕп агроном тухрĕ. Вăл уй-хир культурисене мĕнле туса илнипе паллаштарчĕ. Кооператив ĕçченĕсем кашни гектартан 29,7 центнер пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырăсем, 170 центнер çĕр улми туса илнĕ. Улăма тата утта йăлтах пресласа кĕртнĕ. Ÿсентăран отраслĕ выльăх-чĕрлĕхпе тачă çыхăннă. Çавăнпа та вĕсене апат енчен туллин тивĕçтерес тесе тăрăшаççĕ. Акă, нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкне палăрмаллах ÿстернĕ. Тухăçлă тырпул, çĕр улми тата ытти культурăсене илес тесен агротехника ĕçĕсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçламаллине, удобренисемпе, имçамсемпе усă курмаллине палăртрĕ Геннадий Васильевич.

Ял хуçалăх кооперативĕн тĕп инженерĕ Ш.Гимальдинов машинăпа трактор паркĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Хуçалăхра 17 трактор, груз турттармалли 9 автомашина. «Техника кивĕ. Апла пулин те пирĕн пултаруллă механизаторсемпе водительсем вĕсене ĕçлеттереççĕ. Техника енчен вăл е ку ĕçе тытăнсан чăрмавсем пулман. Ака-суха ĕçĕсене вăхăтра ирттернĕ, мĕн акни-çитĕнтернине кая юлмасăр пуçтарса илнĕ. Хăшĕ-пĕри темиçе техникăпа та ĕçленĕ. Механизаторсемпе водительсем ватăлса пыраççĕ. Çамрăксем кирлĕ»,— палăртрĕ вăл.

Ял хуçалăх кооперативĕ пĕлтĕр выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен ытларах тупăш илнĕ. Р.Шарафутдинов зоотехник фермăсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа пачĕ. Кунта та лару-тăру ăнăçлă. Сăвăм чакман, выльăхсем лайăх ÿт хушса пыраççĕ, пăру, çура илесси те япăхах мар.

Пĕтĕмшле кооператив кассине 2009 çулта 20 миллион та 690 пин тенкĕ укçа-тенкĕ пырса кĕнĕ. Таса тупăш 3 миллион та 512 пин тенкĕпе танлашать.

Специалистсен отчетне итленĕ хыççăн кооператив председателĕ В.Николаев хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ. Йывăрлăх чылай. Вĕсене парăнтарас тесен пĕрле тăрăшмалла. Шел, хĕрÿ вăхăтсенче хăшĕ-пĕрисем ĕçе тухмаççĕ. «Кооператив ĕçлетĕр, пурăнтăр тесен кашнин яваплăха туймалла»,— терĕ вăл.

Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов та çав шухăшсенех палăртрĕ.

«Тырпул, çĕр улми хакĕсем икĕ хута яхăн анса ларни хуçалăх экономики çине палăрмаллах витĕм кÿчĕ. Хальхи вăхăтра сирĕн çеç мар, чылай хуçалăхра сутмалли тырă пур. Вĕсемпе тупăшлă усă курасчĕ»,— палăртрĕ Георгий Михайлович.

Пухура ревизи комиссийĕн отчетне итлерĕç. Çулталăкра ĕçе сахал тухнă çынсем пирки калаçрĕç. Вĕсем малашне те производствăна хутшăнмасан кооператив членĕнчен кăларас ыйтăва çĕклерĕç

Хастар ĕçченсене укçан преми пачĕç. Пултаруллисем пыл та илме тивĕç пулчĕç.

Кооператив правленийĕн ĕçне «лайăх» тесе хакларĕç. Хак панипе çеç мар, малашнехи тĕллевсене те палăртса хăварчĕç. Вĕсене туллин тата пахалăхлă пурнăçлас тесен вара çине тăрсах ĕçлемелле.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика