Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сцена çинче – чĕчкенсем

30 января 2010 г.

Аслă Чурачăкпа Чĕчкен ялĕсенчен Аслă Отечественнăй вăрçа 321 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 214-шĕ Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн тăшманпа çапăçса пуçне хунă. Çĕр вун çиччĕшне çеç мăшăрĕсем, тăванĕсем, ачи-пăчисем кĕтсе илейнĕ. Паянхи куна икĕ ялĕнче те вăрçă участникĕсем юлман. Тăватă çула пынă хирĕçтăрура çĕнтерÿ тунăранпа та 65 çул çитрĕ те, этем ĕмĕрĕ вĕçĕмсĕр мар çав...

Районти «Çĕнтерÿ салючĕ» фестивале январĕн 28-мĕшĕнче Чĕчкен ял поселенийĕн художество пултарулăх ушкăнĕ малалла тăсрĕ. Концерта Татьяна Макарова «Дороги России» юрăпа уçрĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнине, салтак арăмĕ фронтран килнĕ çырăва вуланине, мăшăрне кĕтсе илнине сценкăсенче сăнларĕç. Шел пулин те, çак сценăсем Раççей халăхĕн, чăваш çыннисен хăюлăхĕпе паттăрлăхне, тылри пурнăçа, ĕç-хĕле туллин уçса параймарĕç.

Концерта культура ĕçченĕсем, учительсем, шкул ачисем, тĕрлĕ çĕрте вăй хуракансем хутшăннă. Арçынсем «Ехал я из Берлина» юрра çĕкленÿллĕн шăрантарчĕç. Наташа Тумаланова, ача-пăча искусство шкулĕн филиалĕн воспитанникĕсем илемлĕ ташăсем парнелерĕç. Хĕрарăмсен ушкăнĕ «Ой пахчи, сад пахчи» тата ытти юрăсемпе куракансене савăнтарчĕ. Пухăннисен Еленăпа Сергей Просвирновсен пултарулăхне те хак пама май пулчĕ.

Концертпа пĕр вăхăтрах Чĕчкен ял поселенийĕн пурнăçĕпе слайдсем тăрăх паллаштарса пычĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика