Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раштав турнирĕ – Аслă Чурачăкра

13 января 2010 г.

Çак турнир кăçал 15-мĕш хут иртрĕ. Унта хутшăнакансен йышĕ те çулсеренех ÿссе пырать. Ăмăртăва Шупашкар, Елчĕк, Тăвай, Канаш районĕсенчи спортсменсем те хутшăнчĕç. Çавăн пекех районти ял поселенийĕсен командисем те хĕрÿ тупăшрĕç. Турнира Аслă Чурачăк вăтам, Чĕчкен тĕп шкулĕсенче йĕркелерĕç. Тупăшу пур çĕрте те хĕрÿ иртрĕ. Кашниех çĕнтерÿ патне ăнтăлчĕ. Ытти районсенчен килнĕ командăсем ăстарах выляни паллă пулчĕ. Комсомольски чысне Нĕркеç ялĕн спортсменĕсем хÿтĕлерĕç. Çивĕч тупăшусенче вĕсем ăста пулчĕç те елчĕксемпе тăвайсене 3:1 шутпа выляса ячĕç. Шупашкар хулинчен килнĕ «Чувашрегионгаз» спортсменĕсем пĕрремĕш вырăна алран вĕçертмерĕç. Вĕсем чăннипех те ăста выляççĕ. Иккĕмĕш вырăнта — тăвайсем, виççĕмĕшсем елчĕксем пулчĕç. Район командисем хушшинче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн «Химик» команди палăрчĕ. Вĕсем— пĕрремĕш. Иккĕмĕшсем — асанкассисем, виççĕмĕш вырăнта — Комсомольскинчи Фасхутдиновсен çемйи.

Çĕнтерÿçĕсене пурне те дипломсемпе парнесем парса чысларĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика