31 октября 2009 г.
Чĕчкен ял поселенийĕ 2 яла пĕрлештерсе тăрать. Унта 446 хуçалăх шутланать. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов пиллĕкмĕш çул ĕнтĕ çак лава туртать. Юрий Геннадьевич шаннă ĕçе кÿлĕннĕ хыççăн икĕ çул иртсенех республика шайĕнче хăйĕн пултарулăхĕпе чапа тухрĕ, «Чи лайăх ял поселенийĕн пуçлăхĕ» ята çĕнсе илчĕ. Иртнĕ çул вара вĕсем республикăра ял поселенийĕсем хушшинче ирттерекен конкурсра та палăрчĕç, «Чи лайăх ял поселенийĕ» ята çĕнсе илнĕскерсене вымпел парса чысларĕç. Ертÿçĕсĕр пуçне кунта тата 3 специалист тăрăшать.
Ял поселенийĕн кулленхи тĕп ĕçĕсенчен пĕри вăл — экологи лару-тăрăвне çирĕплетесси. Ку енĕпе вĕсем тĕллевлĕ ĕçлесе пыма тăрăшаççĕ. Тăтăшах тирпей-илем кĕртес тесе нумай ĕç тăваççĕ чĕчкенсемпе аслăчурачăксем. Тăван тавралăха упрассинче, кил-çуртсен таврашне тирпейлессинче пĕр-пĕрин ырă тĕслĕхне курса вĕренни сисĕнет. Урамри, хуçалăхсен умĕнчи вырăнсене кашнийĕшĕ тирпейлĕ пăхса тăраççĕ. Килти çÿп-çапран пуçласа тĕрлĕ ăпăр-тапăр таранах унччен урама пăрахма хăнăхнă ял çыннисене çак тÿнтерле пулăмран пистерме çăмăл пулман вĕсене. Тĕрлĕрен урамсенче пĕр-пĕринпе ăмăртмалла тирпейлеççĕ тейĕн.
Акă, Аслă Чурачăка пырса кĕрсенех, «Эльвира» магазин умĕнчи куçа шартаракан чечексене пурте сăнанă пулĕ. Йăранĕсем тÿрĕ те таса.
Çынсем, паллах, пĕр-пĕрин ырă тĕслĕхне пăхса вĕренсе пыраççĕ. Юлашки вăхăтсенче Чĕчкенпе Аслă Чурачăк ялĕсенчи çынсен шухăш-кăмăлĕ улшăнни те куç кĕретех.
Паянхи кун ял тăрăхĕнчи кашни ялах асфальт çул çитернĕ. Кăçал вĕсем укçа-тенкĕ тупса Поргунов тăкăрлăкĕнчи, Вера Чернова ячĕллĕ тата Ленин урамĕсенче çула вак чул сарса хытарнă.
Аслă ăрурисем ялăн хальхи тата малашлăх шăпишĕн чунне пама хатĕр. Вĕсенчен пĕри вăл — В.Т.Акчурин, ял старости, депутат. Василий Титович ял тăрăхĕнче иртекен пĕр мероприятирен те айккине пăрăнса юлмасть. Çамрăксене те вăхăтлă сĕнÿ-канаш парса ĕçлеме хавхалантарса пырать.
Пурнăçран уйрăлса кайнă çынсен ячĕсене те асра тытаççĕ, ял çыннисем масарсене тăтăшах тирпейлесе тăраççĕ. Тĕслĕхрен, кăçал çĕнĕ масар йĕри-тавра тимĕр карта тытса хăварчĕç.
Ял поселенийĕн территорийĕнче пĕр выльăх масарĕ шутланса тăрать. Унти тирпейлĕхшĕн, санитари тĕлĕшĕнчи йĕркелĕхшĕн те ял поселенийĕн ĕçченĕсем яваплă. Ăна вĕсем ветеринарипе санитари требованийĕсене пурнăçласа йĕркене кĕртнĕ.
Вырăнти инфратытăма аталантарасси те — кулленхи тĕп ĕçсен хисепĕнче. Чăннипех те, ялсен сăн-сăпачĕ çулсерен çĕнелсе улшăнать. Çамрăк, тин çеç чăмăртаннă çемьесем чуна савăнтаракан илемлĕ çуртсем çĕклени, ача-пăча çитĕнтерни ялсен малашлăхĕ пуррине çи-рĕплетет. Акă, кăçал кунта 12 пепке çут тĕнчене килнĕ. Тĕрĕссипе каласан, ялта пурăнма халĕ пĕтĕм услови пур.
Ял поселенийĕнче культура учрежденийĕсем те паянхи пурнăç таппипе тан утаççĕ. Юлашки çулсенче çынсен сывлăхне çирĕплетес тесе пысăк ĕç тунă вĕсем. Хальхи вăхăтра Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнчи спорт залĕ физкультурăпа спорта юратакансене ирĕн-каçăн хăйĕн патне йыхравлать.
Ял поселенийĕн ĕçченĕсем çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре те хастарлăх кăтартать. Вăл ялти шкулта вĕренекенсемпе, çамрăксемпе тĕл пулса наркомани, эрех-сăра сиенĕ, сывă пурнăç йĕркине çирĕп тытса пырас темăсене çĕклесе тĕл пулусем ирттерет, ытти мероприятисене те йĕркелет.
Источник: "Каçал Ен"