Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнланса ĕçленине мĕн çиттĕр

22 октября 2009 г.

Пурнăçра тĕрлĕ çын хăйне килĕшекен професси суйласа илет. Пĕрисем çынсен сывлăхне сиплеççĕ, теприсем пĕчĕккисене пĕлÿ параççĕ, виççĕмĕшсем тырпул çитĕнтереççĕ, аш-какай, сĕт туса илеççĕ. Ку списока татах та тăсса яма пулать. Хăшĕ-пĕрин ĕçĕ курăмлă та мар пулĕ. Хăшĕ-пĕрисем хут çырса çеç лараççĕ текенсем те пур. Хутне тĕрĕс мĕнле çырмалла-ха? Саккунсем тăтăшах улшăнса тăраççĕ. Вĕренмесĕр, хăнăхусăр кунта ĕçлеме май çук.

Ял поселенийĕнче халĕ вăй хуракан Раиса Витальевна Варламован тĕрлĕ ертÿçĕсемпе, специалистсемпе ĕçлеме тÿр килнĕ. 30 яхăн çул тăрăшса тĕрлĕ финанс ыйтăвĕсене татса панă. «Эпĕ ĕçлеме пуçланă вăхăтра шут шăрçисем анчах пулнă. Каярахпа калькуляторсемпе усă курма пуçланă. Компьютерсене алла илме çăмăлах пулмарĕ. Вĕсемпе ĕçлеме пуçланă хыççăн отчетсем те йышланчĕç. Çакă РФ правительствин çĕнĕ саккунĕсемпе çыхăннă, паллах», — тет Р.Варламова. Вăл А.Б.Мустафина, И.И.Чернов, Р.А.Галеев, Е.П.Николаев, Р.Р.Абдулханов ял Совечĕн председателĕсемпе тăрăшнă. Халĕ Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ — Ю.Г.Лукиянов. Ĕç ĕçех, унта темĕнле самантсем те пулаççĕ. Пĕр-пĕринпе килĕштерме пĕлни паха.

Ĕçре тĕрлĕ лару-тăру пулать. Пăшăрханмалли, хумханмалли сăлтавсем те тухса тăраççĕ. Раиса Витальевна вĕсене çĕнтерсе пыма, кăткăс ыйтусене татса пама тăрăшнă. Çак кунсенче вăл 50 çул тултарчĕ. Ку паллă çул пулсан та, вăй-хăвачĕ, ĕçлес хавхаланăвĕ пур. Малашне те вăй-хăват Сирте тапса тăтăр.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика