Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АКАТУЙ САВĂНĂÇ КŸЧĔ

27 мая 2009 г.

Чĕчкен ял поселенийĕнче чăвашсемпе тутарсем килĕштерсе пурăнаççĕ, ĕçлеççĕ. Кашни çулах «Труд» ял хуçалăх кооперативĕпе поселени администрацийĕ ĕçпе юрă уявне — Акатуй-Сабантуй — ирттереççĕ. Кăçал та пулчĕ вăл.

Ăна савăнăçлă лару-тăрура хуçалăхри профком председателĕ А.Д.Николаев уçрĕ. Салам сăмахĕсемпе чылайăн тухса калаçрĕç. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.М.Киргизов «Труд» ял хуçалăх кооперати-вĕнче пултаруллă ĕçченсем тăрăшнине палăртрĕ. Ялсене тирпей-илем кĕртес енĕпе те çынсем çине тăрса ĕçлени çинче чарăнса тăчĕ. «Ĕçленĕ хыççăн тăрăшса савăнмалла, канмалла»,— палăртрĕ вăл. Ял-йыша Чĕчкен ял поселенийĕн пуçлăхĕ Ю.Г.Лукиянов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Х.С.Идиатуллин, «Рассвет», «Луч», «Дружба» ял хуçалăх кооперативĕсен председателĕсем М.Р.Афанасьев, Н.М.Иванов, Р.М.Мансуров, «Кооператор» ПК ертÿçи Е.А.Карпеева уяв ячĕпе саламларĕç. «Труд» кооператив правленийĕ хуçалăхра хастар ĕçлекенсене палăртса çулсеренех пыл парассине йăлана кĕртнĕ. Кăçал та механизаторсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, бригадăсенче ĕçлекенсем çак тутлă çимĕçе тивĕçрĕç. Василий Петрович çурхи ака-суха ĕçĕсенче мала тухнисене уйрăммăн палăртрĕ, вĕсене тав турĕ. Акара Дмитрийпе Валерий Скворцовсем, Минрамил Алимов, Минфагил Гимаев тата ытти трактористсем те хастар ĕçленĕ. Вĕсем парнесене тивĕçрĕç. Председатель çавăн пекех хуçалăхра хастар ĕçленĕ А.Григорьев, Д.Шуряшкин, А.Шуряшкин, М.Сафьянов, И.Шуряшкин тата ыттисене те ырăпа асăнчĕ.

Юрă-ташăсăр мĕнле уяв пулĕ; Аслă Чурачăкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи художество пултарулăх коллективĕ, районти искусство шкулĕн ялсенчи филиалĕсене çÿрекен ачасем, Аслă Чурачăк вăтам тата Чĕчкен пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулĕсенче вĕренекенсем, ĕçченсем сцена çине тухрĕç. Чăваш, тутар, вырăс юррисем шăранчĕç. Куракансем пурне те хапăлласа йышăнчĕç, алă çупса хавхалантарчĕç.

Çав вăхăтрах спорт площадкисенче хĕрÿ тупăшусем пулчĕç. Ялсенчи çынсем тырă миххи йăтса чупрĕç, автанла çапăçрĕç тата ытти вăйăсенче хăйсен пултарулăхне тĕрĕслерĕç. Александр Кириллов 24 килограмлă кире пуканне икĕ аллипе (улăштара-улăштара) 90 хутчен çĕклерĕ, тупăшура çĕнтерчĕ. Акатуй-Сабантуй илемĕ вăл — кĕрешÿ. Унта пĕчĕккисем те, аслисем те вăй виçрĕç. Тĕп парнесем такасем пулчĕç. Вĕсемшĕн тупăшакансем кавир çинче хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Икĕ такана та Аслă Чурачăк каччи Никита Крылов çĕнсе илчĕ. Вăл ирĕклĕ майпа тата тутарла-пушкăртла кĕрешсе çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Александр Наумовпа Константин Зверев та пултаруллă кĕрешÿçĕсем пулнине çирĕплетрĕç.

Савăнчĕ халăх. Çак кун районти ытти ялсенче те Акатуй уявĕ иртнĕ пулсан та, Аслă Чурачăк культура çурчĕ çумĕнче çынсем йышлă пулчĕç.

Суту-илÿ предприятийĕсем, уйрăм предпринимательсем халăха тĕрлĕ тавар сĕнчĕç.

Акатуй-Сабантуй уявне ирттерме «Труд» ял хуçалăх кооперативĕ, Чĕчкен ял поселенийĕн администрацийĕ чылай тăрăшнă. Кунсăр пуçне Х.С.Идиатуллин, С.А.Иванов, В.А.Николаев предпринимательсем те тĕрлĕ ăмăртусенчи çĕнтерÿçĕсем валли хаклă парнесем хатĕрленĕ.

Ĕçленипе çеç мар, чун каниччен савăнма та пултараççĕ аслăчурачăксемпе чĕчкенсем. Вĕсем ака-суха ĕçĕсене районта чи малтан вĕçленĕ хуçалăхсен йышĕнче. Уяв ирттерессине те вăраха ямарĕç. Çакă ку тăрăхра пултаруллă çынсем ĕçленине çирĕплетет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика