Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАХАЛĂХЛĂ ПРОДУКЦИ ÇЕÇ СУТАСШĂН

11 февраля 2009 г.

Ял хуçалăх предприятийĕсене выльăх-чĕрлĕх усрама çăмăл мар. Пахалăхлă выльăх апачĕ хатĕрлемелле, витесем санитарипе гигиена енчен тивĕçтернисĕр пуçне ăшă, хăтлă пулмалла, кирлĕ оборудовани вырнаçтармалла. Юлашки вăхăтра сĕте пахалăхне кура туянма пуçларĕç. Çавна пула хуçалăхсем сутакан сĕтĕн хакĕсем тĕрлĕрен. Выльăх-чĕрлĕхпе çине тăрса, тимлĕ ĕçлекен хуçалăхсем çĕнĕ йышши, паянхи куна тивĕçтерекен молокопроводсем, фермăсене сĕт сивĕтмелли танксем вырнаçтарма пуçларĕç. Ун пеккисем «Слава», «Искра», «Восток», «Асаново», «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕсенче пурччĕ-ха. Кăçал вара «Труд» хуçалăх та фермăра реконструкци ĕçĕсем ирттерчĕ. Çĕнĕлĕхсемпе паллаштарас тата районти выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăрăва пăхса тухас енĕпе çак кунсенче унта семинар-канашлу иртрĕ. 

Пуçтарăннисем малтанах Чĕчкен сĕт-çу фермине кĕрсе курчĕç. Молокопровод вырнаçтарни дояркăсен ĕçне çăмăллатнине хăйсен куçĕпе курса ĕненчĕç. Цифрăсемпе палăртмастпăр-ха, кăтартусем пысăкланнă. Кассăна укçа-тенкĕ те ытларах кĕрет.

Иртнĕ çул «Труд» ял хуçалăх кооперативĕ пурĕ 1042 центнер аш-какай, 6739 центнер сĕт туса илнĕ. Халăхран сĕт туянас енĕпе те япăх мар ĕçленĕ. Кашни ĕне пуçне шутласан сăвăм та ÿснĕ.

Сыснасен йышне чакарнă пулсан, мăйракаллă шултра выльăх кĕтĕвне ÿстернĕ. Виçĕмçулхинчен 15 пуç пăру ытларах илнĕ. Выльăхсене уçăлтарма кăлараççĕ. Çавăн валли ятарласа карта тытнă вырăн пур. Моцион (уçăлма кăларни) пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ферма ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн Р.М.Шарафутдинов зоотехник паллаштарчĕ. Ял хуçалăх кооперативĕн председателĕн В.П. Николаевăн та каласа памалли чылай пулчĕ.

Семинар-канашлу малалла Аслă Чурачăкри социаллă-культура центрĕнче иртрĕ. Малтанах кунти ĕçченсем, юрра-ташша юратакансем концерт лартса пачĕç.

Районти ял хуçалăх предприятийĕсем 2008 çулта мĕнле ĕçлесе пыни, аш-какай, сĕт туса илесси, ăратлăх пирки районти тĕп зоотехник К.Г.Гимальдинов доклад туса пачĕ. Вăл выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе ăнăçлă ĕçлекен, çĕнĕ йышши технологие алла илекен кооперативсене палăртрĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр хуçалăхсем выльăх апачĕ питĕ сахал хатĕрленĕ. Çăва мĕнле тухĕç-ши вĕсем? Çакă та тĕп зоотехника хумхантарать. Районти ветстанци начальникĕ Р.М.Велимухаметов ерекен чирсенчен профилактика ĕçĕсем туни, сутакан аш-какай, сĕт пахалăхĕ мĕнле пулнă пирки чарăнса тăчĕ. Чир-чĕрсенчен асăрхануллă пулмаллине, вăхăтра кирлĕ мерăсем йышăнмаллине палăртрĕ.

«Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕн председателĕ М.Р.Афанасьев та сăмах илчĕ. «Труд» хуçалăхра лайăххи, курса вĕренмелли нумай. Анчах татах та ĕçлемелли пур. Тăрăшни паха. Малашне кунти специалистсем кăлтăксене пĕтереççех»,— терĕ вăл.

Ял хуçалăх пайĕн начальникне Г.М.Киргизова районта аш-какай туса илесси чакни пăшăрхантарать. Чылай хуçалăх сыснасене пĕтернĕ е йышне сахаллатнă. Ун сăмахĕ тăрăх (ăна сводка та çирĕплетет), иртнĕ çул çеç çак выльăх шучĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче 1332 пуç чакнă. Çавăн пекех Г.Киргизов ăратлă выльăх туянасси пирки каларĕ. Талăкра 3—4 килограмм сĕт антаракан ĕнесене улăштармалла. Правительство та ку енĕпе пулăшать, хушма укçа-тенкĕ парать. Халĕ районти «Восток» колхозрах ăратлă тынасем пур. Вырăнтах комбикорм хатĕрлени паха. Ку енĕпе «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕнче аван ĕçлеççĕ. Пĕр çĕрте мăйракаллă шултра выльăх талăкра 200—300 грамм ÿт хушать пулсан, унта — 800—900 грамм. «Труд» хуçалăхри пекех кормосмеситель туяннă хуçалăхсенче те продуктивлăх пысăк.

Семинар-канашлу ĕçне район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков пĕтĕмлетрĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче ĕçлекенсене ăнăçу сунчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика