Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧАН САССИ КĔЛЛЕ ЙЫХРАВЛĔ

29 октября 2008 г.

Аслă Чурачăк ялĕнче пурăнакансемшĕн октябрĕн 26-мĕшĕ тепĕр самантпа паллă юлчĕ. Çак кун ялти Преображени чиркĕвĕнче чансем вырнаçтарчĕç. Ăна Свердловск облаçĕнчи Каменск-Уральск хулинчен Ивановсен çемйи пулăшнипе илсе килнĕ. Çичĕ чан тĕрлĕ виçеллĕ. Чи пысăкки 340 килограмм таять. Унăн диаметрĕ метра яхăн, чи пĕчĕкки — 25 сантиметр. Спонсорсене асăнса пĕр чан çине пулăшу панă Ивановсен çемйинчи Сергий, Алексей, Роман, Игорь, Людмила, Галина, Алевтина ячĕсене шăратса çырса хунă.

Чансене хăпартнă çĕрте ял халăхĕ йышлăн пулнă. Георгий атте çветит туса кĕлĕ тунă. Çавăн пекех ку мероприятие район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков та хутшăннă, сăмах каланă.

Малашне Аслă Чурачăк чиркĕвĕ кĕлĕ ирттерме чан сассипе халăха пуçтарĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика