Чичканский территориальный отдел ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Чичканский территориальный отдел  

 

 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇАНТАЛĂК ЧĂРМАНТАРСАН ТА ĔÇ ЧАРĂНМАСТЬ

26 июля 2008 г.

Ял хуçалăх отраслĕ хăйнеевĕрлĕхпе палăрса тăрать. Çĕр ĕçченĕ çуркуннерен пуçласа мĕн юр лариччен тăрăшать, тухăçлă уй-хир культурисем çитĕнтерес тесе вăй хурать. Анчах та пĕр вĕсен хастарлăхĕнчен çеç килмест çав. Çутçанталăк условийĕсем те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Июлĕн 24-мĕшĕнче «Труд» ял хуçалăх кооперативĕн хирĕсем тăрăх çÿрерĕмĕр те, шăрăх çанталăк тăратчĕ. Механизаторсен ку вăхăтра та (30 градус ытла шăрăх тăрать) мĕн çитĕнтернине пуçтарса илес хавхалану пысăкчĕ.

Çĕр варринче килсе лекнĕ çиçĕмлĕ, аслатиллĕ çумăр палăртнă тĕллевсене пурнăçлассине чарса лартрĕ. Ку хуçалăх 40 гектар çинче пăрçа акса çитĕнтернĕ. Ăна районта чи малтисенчен пĕри вырма тухнă. Çак ĕçе вĕçлерĕç. Урăх хирсене тухмаллаччĕ. Юнашарах нумай çул ÿсекен курăксене иккĕмĕш хут çулмаллаччĕ. Хуçалăхăн пиçсе çитнĕ ытти хирĕсем те комбайнерсене кĕтетчĕç.

Пăрçа уйĕнче 3 агрегат вăй хучĕ. Экипажсенче пурте опытлă, чылай çул вăй хуракансем. Александр Григорьев, Юрий Григорьев, Дмитрий Шуряшкин пĕрремĕш çул мар ĕнтĕ хуçалăхри тырпула пуçтарса кĕртме хутшăнаççĕ. Вĕсене ĕçре Павел Александров, Федор Леонтьев, Артем Шуряшкин пулăшаççĕ. Ĕççи хĕрсе пынă май СК-5 «Нива» комбайнпа Минрамил Алимов тухĕ. Ял хуçалăх кооперативĕ кăçал «Полесье» çĕнĕ комбайн та туяннă. Вырмара вăл пысăк пулăшу памалла. «Труд» хуçалăх çулсеренех уй-хир ĕçĕсене районта чи малтан пĕтерекеннисен йышĕнче. Кăçал кунта 800 ытла гектар çинчен тырпул пуçтарса кĕртмелле. «Çанталăк çеç патăрччĕ»,— теççĕ специалистсем.

Ял хуçалăх кооперативĕнче утă та, сенаж та çителĕклĕ хатĕрленĕ. Уяр кунсемпе усă курса 2500 тонна сенаж янтăланă. Çулнă çĕрте Юрий Григорьев ĕçленĕ. Минфагил Гимаев, Минрешид Тимергалеев ешĕл массăна вĕтетсе пынă.

Сенаж траншейинче Дмитрий Скворцов, Дмитрий Шуряшкин, Иван Николаев тăрăшнă. Куратăр ĕнтĕ, пур ĕçсене те пĕр механизаторсемех пурнăçланă. Малалла та ĕçлес тĕллевлĕ. «Хăшĕ-пĕри Мускава ĕçлеме тухса каять, çемйине хăварать. Кооператива юлнисем те япăх мар ĕçлесе илеççĕ»,— палăртать кооператив председателĕ В.Николаев.

Хуçалăхра выльăх кăшманĕпе те ĕçлеççĕ. Ĕçлеççĕ çеç мар, япăх мар тухăç илеççĕ. «Тăрăшаççĕ, çумкурăкран тасатман пайсем юлмарĕç тесех калас килет»,— палăртать хуçалăхăн пĕрремĕш бригадин бригадирĕ Земфира Егоро ва.

Тăрăшни сая ан кайтăрччĕ. Хуçалăх пÿлми тулли пултăрччĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика