01 марта 2008 г.
Нумаях пулмасть Урмаел - Шупашкар - Мускав маршрутпа тутар эстрада юррипе шỹчĕсен Пĕтĕм тĕнчери ХХI "Урмай моны" фестивалĕ иртрĕ. Фестивале тутарсен наци культурине аталантарас, çамрăк юрăçсене хавхалантарас, пултаруллисене тупса палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ. Февралĕн 21-мĕшĕнче Урмаелĕнче пысăк концерт пулнă. Фестивале 16-30 çулсенчи юрăçсем хутшăннă. Вĕсем тĕрлĕ республикăран пулни те фестивалĕн пĕлтерĕшне ỹстерет. Тĕслĕхрен, кăçал Чăваш Ен, Тутарстан, Пушкăртстан, Мари Эл республикисенчен, Оренбург, Пенза облаçĕсенчен килсе çитнĕ юрăçсем вăй виçнĕ. Гран-прие вара Хусан хĕрĕ Ильвина Габдулханова тивĕçнĕ. Ришат Фазлыэхметов (Мари Эл), "Мишар" ансамбль (Урмаел), "Хаят" ансамбль (Хусан) - пĕрремĕш преми лауреачĕсем. Салават Хаков (Пушкăртстан), Альберт Сабиров (Мускав), Рамис Халитов (Чăваш Ен), Виолетта Валишина (Оренбург) - иккĕмĕш преми лауреачĕсем. Виççĕмĕш премие Лейсан Абеева (Мускав), Рушат Гатауллин, Руслан Галимуллин (Тутарстан) тивĕçнĕ. Чи пултаруллисем Мускав, Чулхула хулисенче гала-концерт панă.
Источник: "Каçал Ен"