16 февраля 2008 г.
Районта çуралакансен йышĕ çулсеренех ỹссе пыни савăнтарать. Акă, кăçал та февралĕн 15-мĕшĕ тĕлне 43 пепке çут тĕнчене килнĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин йышăннă Указпа килĕшỹллĕн иккĕмĕш тата ытларах ача çуратакан амăшĕсене амăшĕн капиталне парса хавхалантараççĕ. Пĕлтĕр 250 пинлĕх сертификата районта чылайăн илчĕç. Кăçал та вĕсене илекенсем пур. Акă, ытларикун Урмаелĕнче 6 çемьене амăшĕн сертификатне савăнăçлă лару-тăрура пачĕç. Пухăннисене чи малтанах РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕн пай начальникĕ С.А.Николаев саламларĕ. Амăшĕн капиталĕпе тĕплĕнрех паллаштарчĕ, ăна еплерех тĕллевпе усă курма пултарнине те каласа пачĕ.Унăн виçи пĕлтĕр 250 пин тенкĕпе танлашнăччĕ, кăçал вара хаксем ỹснине шута илсе 7 процент индексацилерĕç, 267,5 пин тенке çитерчĕç. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, çак суммăпа хваттер условийĕсене лайăхлатас, ачасене вĕрентес тата амăшĕн пулас пенсийĕн пухăнса пыракан пайне ỹстерес тĕллевпе усă курма пулать. Урмаел, Тукай Мишер ялĕсенче пурăнакан ултă çемье сертификата илме тивĕçлĕ пулчĕ. Хайбуллинсен çемйинче тăваттăмĕшĕ, арçын ача çут тĕнчене килнĕ. Халĕ вĕсем виçĕ ывăлпа пĕр хĕр çитĕнтереççĕ. Петровсен, Алимовсен иккĕмĕш ача çуралнă. А.Зинетуллина та иккĕмĕш ывăл çуралнăшĕн савăннине пытармарĕ. Гибатдиновсен çемйинче виççĕмĕш пепке кун çути курнă. Шафигулловсен те йыш хушăннă. Амăшĕсем патшалăх пулăшу парса хавхалантарнăшăн тав турĕç. Пухăннисене район администрацийĕн социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ И.А.Никитина, Урмаел ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.М.Зайнуллин, районти Пенси фончĕн уйрăмĕн специалисчĕ И.А.Гришина саламларĕç. Çирĕп сывлăх, тулли телей, çемьре килĕшỹпе ăнлану сунчĕç, парнесем пачĕç. Районти демографи лару-тăрăвĕ малашне татах та лайăхланасса шанас килет, пепкесен йышĕ ỹсни савăнтарать.
Источник: "Каçал Ен"