Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĂТАРТУСЕНЕ ПĔТĔМЛЕТНĔ

16 февраля 2008 г.

"Алга" ЯХПК - çĕнĕрен вăй илсе пыракан хуçалăх. Вăхăтĕнче продукци туса илесси пĕтсех ларнă, халĕ вара кунта ĕçлекенсен йышĕ те ỹснĕ, тупăшĕ те пур. Кĕçнерникун "Алга" хуçалăхра отчетлă пуху иртрĕ. Ял çыннисем хуçалăх 2007 çулта еплерех ĕçлесе пынипе паллашрĕç. Пĕлтĕр урмаелсем вăтамран кашни ĕнерен 3700 килограмм сĕт суса илнĕ. Паянхи куна хуçалăхра мăйракаллă 208 пуç шултра выльăх, вĕсенчен сăвакан 70 ĕне. Ытларах сĕт сутса тупăш илнĕ. Кашни гектар пуçне 15,7 центнер тырă çитĕнтернĕ, 153 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ. Хуçалăхра хăмла ỹстерес енĕпе те ĕçлеççĕ. Продукци пулсан тупăш та пулать. Çитĕнтерекен культурăсен тухăçне ỹстерес енĕпе вара тăрăшсах ĕçлемелле. Кунта çынсем ĕçлени те, тракторсем яланах юсавлă пулни те, уй-хире удобрени сапни те пысăк вырăн йышăнать. Анчах та пур ĕçе пурнăçлама укçа-тенкĕ çителĕксĕрри чăрмав кăларса тăратать. "Ĕçлемелли, пурнăçламалли нумай. Пурте пĕрле кар тăрса ĕçлесен çеç малалла кайма пултаратпăр. Продукци ытларах туса илсе, ăна тупăшлă сутсан, ĕçченсен шалăвĕ те палăрмаллах ỹсĕ,"- терĕ хуçалăх пуçлăхĕ Н.Мифтахутдинов. Пухура отрасльсене ертсе пыракансем кашниех тухса калаçрĕç, хăйсен сăмахĕсене цифрăсемпе çирĕплетрĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. Хуçалăхра ĕçлекенсем правлени ĕç-хĕлне хакларĕç, канашсем, сĕнỹсем пачĕç. Хуçалăх пуçлăхĕ пурне те шута илме шантарчĕ. Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ И.Минетуллин тухса калаçрĕ, пĕтĕмлетỹсем турĕ. Малашне татах та ăнăçлăрах ĕçлеме сунчĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика