17 октября 2007 г.
Шупашкарта "Çĕнĕ вăхăт" типографире çĕнĕ кĕнекесем пичетленсе тухрĕç. Вĕсенчен иккĕшĕн авторĕсем - пирĕн район çыннисем. Ислам тĕнчи çинчен Г.Я. Ямалетдинов çырнă тĕпчев, ăслав, интервью материалĕсем "Çĕр çинчи ĕçсемшĕн ĕмĕрлĕх тĕнчере явап тытăпăр" сборникра пичетленнĕ. Гаязетдин Ямалетдинович Тукай Мишер ялĕнче çуралнă. Ялти 7 класлă тата Аслă Чурачăкри вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пĕр вăхăт трактористра, унтан пуçламăш классен учителĕнче ĕçленĕ. И.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчи физикăпа математика факультетĕнчен аслă пĕлỹллĕ специалист пулса тухсан Урмаел, Тукай Мишер шкулĕсенче чылай çул директорта вăй хунă. Краеведени ĕçне 1980 çулсенче туса пыма пикенет. Мăшăрĕпе, Муршида Хадиятулловнăпа (вăл та учитель) алăпа çырса тутар чĕлхипе темиçе брошюра хатĕрленĕ. Акă, халĕ 200 экземплярлă тиражпа кĕнеке кун çути курчĕ. Иккĕмĕш кĕнекен - сăвăсен пуххин авторĕ - М.М.Гибатдинова. Хăй вăл вырăс чĕлхипе литератури вĕрентекенĕ. Пултаруллă учитель Урмаел вăтам шкулĕнче ачасене пĕлỹ парать. Сăввисем унăн лирикăпа çыхăннă. Тиражĕ - 500 экземпляр.
Источник: "Каçал Ен"