Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ПАРНЕ ЧУНА САВĂНТАРАТЬ

30 июня 2007 г.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров 2007 çула Ача çулталăкĕ тесе палăртрĕ. РФ Президенчĕн В.В.Путинăн тата "Пĕрлĕхлĕ Раççей" парти пуçарăвĕпе çĕршыв аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри демографиллĕ лару-тăрăва лайăхлатасси пулса тăрать. Çемье ачана пăхса ỹстерессишĕн яваплă, çавăнпа патшалăхăн та уншăн куллен тăрăшмалла. Çемьере ăс-хакăл йĕрки, тирпей пахалăхĕсем, пурнăç никĕсĕ хывăнаççĕ. Çавна май РФ Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов та нумай ачаллă çемьесене, пултаруллă çынсене тимлĕх уйăрать. Акă, вăл Акатуй умĕн кашни район çыннисене уяв ячĕпе саламларĕ. Çавăнпа пĕрлех Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенче уявсене хăй те хутшăнчĕ. Чи харсăррисене парнесем парса хавхалантарчĕ. Пирĕн районта иртнĕ акатуйра Павел Семенов Урмаелĕнчи Мударисовсен çемйине тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор парнелерĕ. Валимепе Абдулла Уфа хулинче паллашнă. Шупашкарти планпа техника техникумне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн, Абдуллана направленипе Уфа хулине ĕçлеме яраççĕ. Çавăнпа пĕр-пĕрне тупнă та икĕ савнă чĕре. Абдулла пулас мăшăрĕпе Тăван ене таврăнать. 1990 çулхи январьте çемье çавăраççĕ. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, ăнланса 17 çул пурăнаççĕ. Вĕсем 5 ача çитĕнтереççĕ. Пурте тăрăшуллă та маттур. Аида, Дисна, Аделия хĕрĕсем амăшне кулленхи ĕçре пулăшаççĕ. Айрат, Динар ывăлĕсем те ĕçрен ỹркенсе тăмаççĕ. Аслисемпе кĕçĕннисем пĕр-пĕринпе килĕштереççĕ. Çемье пуçлăхĕ, Абдулла, яланах ĕçре, вăл шабаша çỹрет, çемьене тăрантарать. Валиме аппа хĕрĕсемпе, ывăлĕсемпе кил-çуртра тăрăшать. 83 çулхи асламăшне те пăхаççĕ. Çавăнпа пĕрлех выльăх-чĕрлĕхне, чăх-чĕпне çителĕклех усраççĕ, пахча-çимĕçне те пысăк лаптăк çинче çитĕнтереççĕ. "Хамăра валли çĕр улми, кишĕр, кăшман хатĕрлетпĕр, ĕне усратпăр, сĕтне сутни тупăш парать. 2-3 лаша та пăхма тивет. Йышлă çемьене какайĕ те чылай кирлĕ-çке. Ỹркенмелле мар çеç ", - тет Валиме аппа. 5 ача пăхса çитĕнтерсе ура çине тăратма çăмăлах мар-çке тесен, "Ачасем - пурнăç телейĕ, çутă малашлăх. Вĕсем пурришĕн чунтан савăнатăп",- тет. Сăмах май каласан, Абдуллапа Валиме иккĕшĕ те нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Çавна май вĕсемшĕн ку çĕнĕлĕх мар. Абдулласем - 8-ăн пĕртăван, Валимесем - тăваттăн. Вĕсем пĕрле пур йышпа пухăнса савăнаççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ. Хуйха та çурмаран пайлаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика