Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урмаелсем ĕçчен те пуçаруллă

13 октября 2020 г.

Районти чи хăтлă та илемлĕ, кунран-кун çĕнелсе, аталанса пыракан ялсенчен пĕри — Урмаел сали. Кунта пырса кĕрсенех йĕркипе ларакан пысăк, эрешсемпе капăрлатнă, кермен пек çуртсем куç умне пулаççĕ. Пĕринчен тепри илемлĕскерсем кунта ĕçчен те тăрăшуллă, тирпейлĕхпе хăтлăлăха юратакан халăх пурăннине çирĕплетеççĕ. Унта та кунта стройка ĕçĕсем пынине асăрхама пулать, кунта çĕнĕ урамсем те çĕкленеççĕ. Çакă тутарсем хушшинче авалхи йăласене халĕ те пăхăннипе, çавна май çамрăксем ялтах тĕпленме тăрăшнипе те çыхăннă пулĕ.
Ял кунран-кун аталанса пынинче кунта пурăнакансен тÿпи питех те пысăк. Ял-йыш пĕрле пуçтарăнса тĕрлĕ ыйтусене ушкăнпа татса парсан пысăк та пархатарлă ĕçсем тума пулатех. Пуçаруллă та хастар çынсем тăрăшнипе Урмаелĕнче кашни çулах яла илемлетес тĕллевпе нумай ĕç туса ирттереççĕ. Акă, çак кунсенче салана кĕнĕ çĕрте вырнаçтарнă стелăна сăрласа илемлетнĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕ, вырăнти депутатсем, старостăсем, ял çыннисем пĕр шухăшлăн пулса çак ĕçе пурнăçлама вăй çитернĕ.
Кăçал Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнă ятпа кашни яла уйăрса панă 100 пин тенкĕпе те Урмаелсем тĕллевлĕн усă курнă: Аслă Отечествăлла вăрçа тухса кайса Çĕнтерÿпе таврăннă ентешсене асăнса ял варрине çĕнĕ палăк лартнă.
Вырăнти инициативăсен программине активлăн хутшăнни те яла хăтлăлатма май парать. Кăçал çак программăна хутшăнса Урмаелĕнче ачасене выляма ятарлă площадка туса панă. Ялта çамрăк çемьесем йышлине кура кунта ача-пăча та нумай. Çавăнпа та турниксемпе чуччусем, карусельсем нихăçан та пушă лармаççĕ. Ку лаптăкра ачасен хаваслă сасси янăраса çеç тăрать.
Ял витĕр федераллă пĕлтерĕшлĕ çул иртет. Ятарлă программăпа килĕшÿллĕн кăçал çак çулăн шкул çывăхĕнчи участокĕнче икĕ енчен те тротуарсем сараççĕ. Ачасем çул çине чупса тухса инкеке лекесрен çул хĕррипе карталаса тухнă. Ашшĕ-амăшĕсем çак çĕнĕлĕхе ырласа йышăннă: ачасен хăрушсăрлăхĕ чи пĕлтерĕшли-çке.
«Пĕрлĕхре — вăй» текен каларăша ăша хывса пурăнаççĕ Урмаелсем. Пĕрле тăрăшса вăй хунин çимĕçĕ те савăнтарать, ял куç умĕнчех аталанса, илемленсе пырса килен-каяна хăйĕн патне илĕртет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика