Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçланă ĕçсем курăмлă, тĕллесем паллă

07 марта 2018 г.

Мартăн 5-мĕшĕнче Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕнче районăн 2017 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне тишкерсе пĕтĕмлетрĕç, 2018 çулхи тĕллевсене палăртрĕç.

Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР финанс министрĕн çумĕ Фарида Муратова, экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илỹ министрĕн çумĕ Инна Антонова, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николй Малов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Юрий Попов, район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, предприяти-организацисен ертỹçисем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Канашлу пуçланиччен хăнасем фойере йĕркеленĕ выставкăсемпе паллашрĕç. Кунта районти суту-илỹ предприятийĕсен - райпон, "Кооператор" ООО, Çĕнĕ Кипеçри сĕт-çу завочĕн, Хайртдинова фермер хуçалăхĕн - продукцийĕпе паллашма май пулчĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Осипов иртнĕ çула пĕтĕмлетнĕ май тунă çитĕнỹсем, çитменлĕхсем, 2018 çулхи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Александр Николаевич палăртнă тăрăх, кăçал Комсомольски районĕн аталанăвне 137,4 миллион тенкĕлĕх инвестици явăçтармалла. Инвестицисене ĕçе кĕртме тата инвесторсене явăçтарма районта промышленноç объекчĕсем тума 46724 тăваткал метр пушă çĕр пур. Пĕлтĕр районта 64,6 миллион тенкĕлĕх 12 инвестици проектне ĕçе кĕртнĕ. Юлашки 5 çулта вара 45 инвестици проектне пурнăçлама вăй çитернĕ. Çынсем валли 227 ĕç вырăнĕ уçнă. Районти агропромышленноç организацийĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсене пĕлтĕр 112,9 миллион тенкĕлĕх субсидипе тивĕçтернĕ. Патшалăх пулăшăвĕпе тавар туса кăларакан 52 ял хуçалăх предприятийĕ усă курнă.

Çитĕнỹсем пур. Апла пулин те ĕçлемелли те сахал мар. Çавна май кăçал районăн пĕрлештернĕ бюджетĕнче налукран тата налукран мар кĕрекен тупăша ỹстерме тĕллев лартнă.

Михаил Игнатьев чи малтанах районта пурăнмалли çĕнĕ çурт-йĕре туса хута ярассипе аван ĕçленине палăртса хăварчĕ. Республикипе эпир виççĕмĕш вырăнта. 2017 çулта 10,26 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă.

- Çурт-йĕр хута каять. Халăх хăйне валли пурăнмалли условисене çулсерен лайăхлатса пырать. Апла пулсан, муниципалитетăн пуласлăх пысăк, - палăртрĕ Михаил Игнатьев.

Ял хуçалăх тытăмĕн кăтартăвĕсене илес пулсан, пĕлтĕр районта хуçалăхсем çитĕнỹсемпе палăрни куçкĕретех. 6 фермер хуçалăхне тата пĕр çемье фермине аталантарма патшалăх тĕллевлĕ пулăшу уйăрнă. Ял хуçалăх техникине 29 миллион тенкĕлĕх туяннă. 2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем вăтамран 18060 тенкĕ шалу илни паллă.

"Районта хальхи вăхăтра пухусем ирттереççĕ. Вырăнти ертỹлĕх çынсемпе тĕл пулса калаçать, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки каласа кăтартать. Граждансене кăсăклантаракан ыйтусем çине влаç органĕсенче тăрăшакансем кирлĕ пек хуравсем параççĕ", - терĕ Михаил Васильевич.

Регион ертỹçи çитес вăхăтра социаллă объектсен аталанăвне пысăк тимлĕх уйăрасса, çак тĕллевпе чылай укçа-тенкĕ уйăрасса пĕлтерчĕ. Раççей Президенчĕ тата РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, Федераци бюджетĕнчен субъектсене хушма укçа-тенкĕ куçасси те паллă. Пысăк пулăшăва ача сачĕсене хута яма, медицинăри ĕçсене тирпейлеме, çулсене сарма, тавралăха тирпей-илем кĕртме те бюджетра сахал мар укçа пăхса хăварнă. 2018 çулта федераци бюджетĕнчен пĕтĕмпе 21 млрд тенкĕ республика хыснине куçарма пăхса хăварнă.

Канашлура чи маттур ĕçченсемпе вĕренекенсене те чысларĕç. Михаил Игнатьев ĕçре палăрнисене республика шайĕнчи наградăсемпе, ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕсене свидетельствăсемпе чысларĕ. Çывхарса килекен Пĕтĕм тĕнчери Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн ăшшăн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу тата юрату сунчĕ.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика