Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыв пуласлăхĕ - пуçаруллă çамрăксенче

30 января 2018 г.

Тăван çĕршывăмăрăн пуласлăхĕ - тăрăшуллă та мал ĕмĕтлĕ, яваплăха туякан пултаруллă яш-кĕрĕм аллинче. Анлă тавракурăмлă, ăслă, çаврăнăçуллă хастарсем Чăваш Енре, çав вăхăтра Каçал тăрăхĕнче те, сахалăнах мар. Вĕренỹре, наукăра, пултарулăхра пысăк çитĕнỹсем тунă çамрăксене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çулсерен ятарлă стипенди парса хавхалантарать. Пуçарулăхпа палăрнисен йышĕнче кăçал районти централизациленĕ бухгалтерин бухгалтерĕ Азалия Асхатовна Хайртдинова та пур.

Çĕмĕрт куçлă чиперкке Урмаел салинчи Мериямпа Асхат Хайртдиновсен çем-йинче çуралса ỹснĕ. Ялти шкулта тăхăр класс пĕтернĕ хыççăн Азалия Комсомоль-ски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ илнĕ. Ун хыççăн мал ĕмĕтлĕ хĕр, çутă тĕллевĕсене пурнăçа кĕртме, республикăн тĕп хулине, Шупашкара, çул тытнă.

- Ача чухне, шкулта вĕреннĕ тапхăрта, гуманитари предмечĕсене питĕ кăмăллаттăм, апла пулин те, каярах, пурнăçăма шут ĕçĕпе çыхăнтарас терĕм. Пĕр енчен, экономикăпа гуманитари ăслăлăхĕ пĕр-пĕринчен инçе те мар тăраççĕ. 2008-2013 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх университетĕнче "Национальная экономика" специальноçа алла илтĕм. Вăл вăхăтрах, вĕренỹре аван ĕлкĕрсе пынăшăн, стипенди паратчĕç. Унсăр пуçне университетра ăслăлăх конференцийĕсене час-часах хутшăнаттăм. Пĕр сăмахпа каласан, студент пурнăçĕ - чи савăнăçлă та чи лайăх вăхăт, - иртнĕ вăхăчĕсене аса илнĕ май ăшшăн йăл кулчĕ Азалия Хайртдинова.

Дипломлă специалист, паллах, хулара та юлма пултарнă, апла пулин те хастар чĕреллĕ хĕр ялалла, тăван тăрăха, таврăнать, ĕçе вырнаçать. Чунĕ туртнипе суйласа илнĕ профессире вăл хăйне ырă енĕпе анчах кăтартать, шаннă ĕçсене яваплăха туйса, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

- Пурнăç вăл пĕрре кăна, ăна çавăнпа та усăллă ирттерессĕм килет. Ял тăрăхĕнче иртекен мероприятисене яланах хутшăнатăп, спорт вара - чи çывăх тусăм, - тет Азалия Асхатовна. - Акă, 2016 çулта Пĕтĕм Раççейĕпе иртнĕ ял хуçалăх çыравне хутшăнтăм. Уншăн медаль пачĕç.

Сăмах май каласан, чиперккене активлăхшăн яланах Хисеп грамотисемпе Дипломсем парса хавхалантараççĕ. Унсăр пуçне Азалия Пĕтĕм Раççейри "За Россию!" халăх фрончĕн активлă членĕ те. Кашни ĕçе пурнăçлама ăçтан вăй-хăват тухса тăрать-ши? Калăн, чăн-чăн çăлкуç таппи!

Хальхи вăхăтра Азалия Асхатовна - районти централизациленĕ бухгалтерин бухгалтерĕ. Вăл Александровка тата Шурут ял тăрăхĕсене ертсе пырать. Хăйĕн ĕçне юратнине пытармасть хĕр, ку унăн пит-куçĕнченех курăнса, палăрса тăрать. Ĕçтешĕсем те ăна хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Ĕçне кура - хисепĕ. Пултаруллă çамрăксене Чăваш Ен Пуçлăхĕ ятран паракан ятарлă стипендие кăçал Азалия та тивĕçнĕ.

- Унăн виçи, паллах, пысăк мар, апла пулин те пулăшу кỹрет. Анчах та ĕçĕ укçа-тенкĕре кăна мар, чи пахи - çамрăксем хăйсене кăтартма пултарни, вĕсене асăрхани, - терĕ Азалия Хайртдинова, сăмаха вĕçленĕ май.

А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика