Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çар çыннисемпе тĕл пулни çамрăксене хавхалантарĕ

28 ноября 2017 г.

Тăван çĕршыв сыхлавçисен - чи хисеплĕ, çав вăхăтрах йывăр та кăткăс ĕç. Çапах нимле йывăрлăх умĕнче те каялла чакман чăваш арçынĕсем йышлă. Вĕсем аслă Раççейĕмĕрĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче службăра тăраççĕ, ахаль салтакран пуçласа офицерсен пысăк чинĕсене илме тивĕçнисем те тем чухлех. Акă, Чăваш Енре çуралса ỹснĕ, Мускавра службăра тăракан 400 ытла офицер "Сыны Отечества" пĕрлешĕве чăмăртаннă. Вĕсен йышĕнче - 15 генералпа адмирал, 100 ытла полковник. Тăван республикăна вĕсем нихăçан та асран кăлармаççĕ, ачалăхĕпе çамрăклăхĕ иртнĕ вырăнсене тăтăш килсе çỹреме тăрăшаççĕ. Килсен вара кашнинчех çамрăк ăрупа тĕл пулма васкаççĕ, паттăрлăх уро-кĕсенче Тăван çĕршыва юратмаллине, унран хаклăраххи çуккине ăнлантараççĕ.

 Черетлĕ тĕлпулу иртнĕ шăматкун, ноябрĕн 25-мĕшĕнче, пулса иртрĕ. Пирĕн района "Тăван çĕршыв ывăлĕсем" обществăлла организацирен çар ăслăлăхĕсен докторĕ, РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен çар академийĕн профессорĕ Иван Николаев ертсе пыракан самай пысăк делегаци килсе çитрĕ. Хăнасене район администрацийĕнче çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ хыççăн офицерсемпе пĕрле пограничниксен, моряксен, афганецсен, Германире службăра ирттернисен районти тăванлăхĕсен представителĕсем шкулсене саланчĕç. Асанкасси, Александровка, Комсомольски 2-мĕш, Çĕнĕ Мăрат, Шурут тата Хирти Мăнтăр шкулĕсенче вĕренекенсем халиччен çакăн чухлĕ çар çынни харăс курнă-ши, калай- мастăп. Асанкассинче иртнĕ тĕлпулура Вячеслав Ильин полковникпа пограничниксене ачасем тимлесе итлерĕç, вĕсен ку-çĕсем ялкăшса çиçрĕç. Хăнасен аллинчен асăнмалăх парнесемпе грамотăсем илни ачасене те, вĕрентекенсене те хавхалантарчĕ. Тен, хăшĕ-пĕри шăп çав самантра çар çынни пулма шухăш тытрĕ пуль. Паттăрлăх урокĕсем çамрăксене пурнăç çулне суйласа илнĕ чухне пулăшаççех тесе шанас килет.

 Çар çыннисем хушшинче хамăрăн ентешсем те йышлă пулни уйрăмах савăнтарать. Юрий Филиппов, Андрей Самаркин, Сергей Седлов ентеш-офицерсенчен тĕслĕх илмелли пурах.

 Чăваш Енре çуралса ỹснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан çĕршывăн хастар хĕр-ывăлĕсене - РФ оборона министрĕн çумĕн аслă адъютантне, запасри подполковника Андрей Самаркина, тĕнче цивилизаци институчĕн библиотекин заведующине Альбина Дьяконовăна, инçет стратеги авиацийĕн диспетчер службин ертỹçине Владимир Солдатова, Сергей Седлова тата ГСВГ ассоциацийĕн ветеранĕсен Чăваш Енри представительне Юрий Филиппова - Александровка тĕп шкулĕнче çăкăр-тăварпа ăшшăн кĕтсе илчĕç.

Хырай Ĕнел вăтам тата Александровка тĕп шкулĕсенче ăс пухакан çамрăк армеецсем офицерсене хăйсен çар пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, патриотла сăвăсем каласа пачĕç, чуна пырса тивмелли юрăсем шăрантарчĕç.

- Пурнăçра чи кирли - тăнăçлăх. Ăна упракансем - çар службинче ырми-канми тăрăшакансем, вĕсене çĕре çити пысăк тав! - терĕ директор çумĕ Сергей Антонов. - Акă, запасри подполковника Андрей Самаркинах илер. Вăл Александровка тĕп шкулĕн вĕренекенĕ пулнă, унăн аттестатĕнче "5" паллăсем кăначчĕ.

 Андрей Александрович çар училищинче вĕреннине, служба çулĕсене аса илчĕ, хăйне вĕ-рентсе кăларнă учительсене тав сăмахĕ каласа вĕсене Тав хучĕсемпе асăнмалăх парнесем парса чысларĕ.

 Мероприяти кăмăллă иртрĕ, вăл пуриншĕн те питĕ усăллă пулчĕ.

 Çав кун "Кĕтне" ФСК çамрăк армеецсемпе кадетсене хăй ытамне пуçтарчĕ. Вĕсем сумлă хăнасем - аслă юлташĕсем - умĕнче стройпа утса иртрĕç. Смотрта Канаш районĕнчи Янкăлчран тата Вăрнар районĕнчи Калининăран килсе çитнĕ кадет класĕсем тĕрлĕ командăсене пурнăçланине, Калашников автоматне вăхăтпа сỹтсе пуçтарнине курни Комсомольски 2-мĕш шкулĕнче кăçал çеç кадетсен илемлĕ кăвак формине тăхăннă ачасемшĕн питĕ усăллă урок вырăнне пулчĕ. Пĕчĕкскерсен халь кампа танлашмалли пур. РФ Президент полкĕн аслă офицерĕ Анатолий Крылов подполковник командăсем пани тăрăшуллăрах пулма хистерĕ.

 Аслă Отечествăлла вăрçăра пуç хунă ентешсене асăнса район центрĕнчи Мухтав монуменчĕ умне чĕрĕ чечексемпе кăшăлсем хунă хыççăн тĕлпулусен иккĕмĕш пайĕ районти культурăпа кану çуртĕнче малалла тăсăлчĕ. Кунта районти ачасен искусство шкулĕн воспитанни-кĕсем хатĕрленĕ пĕчĕк концерт пулчĕ. Луцки ялĕнче çуралса ỹснĕ Андрей Самаркин подполковник Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн кадет класне Раççей Федерацийĕн герб макетне парнелерĕ. Çавăн пекех çамрăксене патриотла воспитани пама тата вĕсене спортпа туслаштарма пулăшакансене Тав хучĕсем, парнесем парса хавхалантарчĕç. Яшсем вара хăнана килнĕ офицерсене хăйсене хумхантаракан ыйтусене пама пултарчĕç. Иван Николаев полковник вĕсем çине тĕплĕн хуравларĕ, çар çынни пулма шкул саккинченех хатĕрленмеллине каларĕ.  Тăван çĕршыва юратăр. Лайăх вĕренмесĕр, спортра вăйлă пулмасăр офицер пуласса ĕмĕтленмелли те çук", - терĕ хăйĕн пурнăçне Тăван çĕршыв хăрушсăрлăхĕпе çыхăнтарнă шурă çỹçлĕ офицер. Тăван çĕршыва юратас ту-йăма вĕренме çук, вăхăт çитсен вăл кашнин патне хăех килет. Çакнашкал мероприятисем вара çав саманта çывхартма пулăшаççех.

Л.ШУРЯШКИНА, А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика