Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сыхă пулнине нимĕн те çитмест

17 ноября 2017 г.

Ноябрĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕсем кăçалхи октябрĕн 18-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин демографие лайăхлатасси çинчен калакан указа улшăнусем кĕртни, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушартан сыхланасси, наркомани сарăласран туса ирттермелли профилактика ĕçĕсем тата республика территорийĕнче пурăнакан граждансене тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕпе тивĕçтересси пулса тăчĕç.

Мероприятие райадминистрацин вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова ертсе пычĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ çивĕч ыйтусене сỹтсе явма, ялсенче пурăнакансен харпăр хăй ыйтăвĕсене татса пама яваплă специалистсем тăватă ушкăна пайланса ял поселенийĕсем тăрăх саланчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Надежда Петрова ертсе пыракан ушкăн Урмаел, ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Вячеслав Никифоров Чĕчкен, капиталлă строительство тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăх пайĕн начальникĕ Александр Краснов Асанкасси ял тăрăхĕсене çитнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертỹçин Светлана Ульдинан ушкăнĕ вара Александровка ял тăрăхне çул тытрĕ. Информушкăн чи малтан Хырай Ĕнел ял çыннисемпе тĕл пулма васкарĕ.

Александровка ял тăрăхĕпе Тутарстан чиккинче вырнаçнă ялта кашнине хумхантаракан ыйту чылай. Акă, тĕслĕхрен, кăçалхи çулла сарнă автотрассăнах илер. Кĕске вăхăтрах пурнăçланă ĕç кашнин чуннех савăнтарать пулин те, подрядчиксем хăйсем çине илнĕ ĕçсене туллин пурнăçламанни кăмăла хуçать. Шыв юхмалли пăрăхсене хурса хăварнă-ха вĕсем, анчах темшĕн кĕперĕн икĕ хĕррипе те бордюрсем лартма маннă. Ял витĕр Хусан хулине каякан автомашинăсем пĕр вĕçĕм хутлаççĕ те хутлаççĕ. Çак çитменлĕх вара инкекпе те вĕçленме пултарать-çке. Кĕрхи каç епле иккенне калама та кирлĕ мар, çав вăхăтрах юпасем çинче çутă çителĕксĕр.

Раççей - чи пысăк çĕршыв, апла пулин те кунта демографи лару-тăрăвĕ çивĕччисенчен пĕри.

- Пиртен чылайăшĕ, çав вăхăтрах эпĕ те, нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Вăл вăхăтра патшалăх енчен пĕр пулăшу та пулман. Халĕ вара иккĕмĕш ачашăн РФ Амăшĕн капиталне, Чăваш Республики виçĕ е ытларах ачашăн 100 пин тенкĕ хушса парать. Виççĕмĕш ача çуратсан çемьене çĕрпе тивĕçтереççĕ, уйăхсерен пособи параççĕ, апла пулин те ача çуратакансен йышĕ чакнăçем чакса пырать, - çĕршыври демографи ларăвĕпе паллаштарчĕ Светлана Геннадьевна. Сăмахран, Владимир Путин Президент октябрĕн 18-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕн демографи политикине пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указа улшăнусем кĕртнĕ. Унпа килĕшỹллĕн, çемьере 2012 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕ хыççăн çуралнă виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасемшĕн уйăхсерен пособи тỹлемешкĕн регионсене федераци бюджетĕнчен укçа уйăрмалли никĕс шутланакан критерисене улăштарнă. Саккуна кĕртнĕ улшăнусем 2018 çулта вăй илнĕ май уйăхри укçа тỹлевне Чăваш Енре 8,7 пине яхăн ача тивĕçĕ.

Район ЗАГСĕн кăтартăвĕсене пăхас пулсан та хумханмалли чылай: 2017 çулăн 9 уйăхĕнче çут тĕнчене 177 ача килнĕ пулсан, 296 çын вилнĕ, вĕсенчен 143-шĕ - арçынсем, 153-шĕ вара - хĕрарăмсем. Ỹсĕмпе илсен, арçынсем хĕрарăмсенчен 12 çул сахалтарах пурăнаççĕ иккен (65-77 çул). Çемье çавăракансен шучĕ 92 пулнă пулсан, уйрăлакансем те сахалăнах мар, 32 çемье.

- Халăх хушшинче тĕрлĕрен профилактика ĕçĕ ирттернĕ май районти пушарсен шучĕ чакрĕ темелле, апла пулин те ку пулăм алă усса лармалла тенине пĕлтермест, эпир малашне те çанă тавăрсах ĕçлĕпĕр, шкулсене, ял çыннисем патне çитсе калаçусем ирттерĕпĕр, - терĕ районти пушар надзор пайĕн начальникĕ Дмитрий Кузьмин.

Пирĕн районта паянхи кун тĕлне пурĕ 23 пушар пулнă, вĕсенчен иккĕшне ятарласа тивертсе янă. Вут-çулăмра 2 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Чылай чухне инкек сăлтавĕ юсавсăр электропроводпа эрех-пирус пулса тăрать. Хĕллехи вăхăтра пỹрте ăшăтмалли электроприборсемпе чылайăн усă курма тытăнаççĕ. Инкек ан пултăр тесен вĕсен юсавлăхĕ пирки манмалла мар! Çав вăхăтрах кỹршĕ-аршăпа ял çыннисен пĕччен пурăнакан ватă çынсемпе ăнăçсăр çемьесем пирки те асрах тытмалла.

Наркомани - хăрушă чир. Хамăр тăрăхра çак усал йăл ан илтĕр тесе сыхă тăраççĕ-ха. Анчах та "Шупашкар - Чĕмпĕр" автоçул çинче тем шухăшлă çын та çỹреме пултарать. Ку вара самаях шухăшлаттарать. Унсăр пуçне çамрăксем Интернетпа усă кураççĕ. Кунта та ыррипе пĕрлех кирлĕ марри чылай. Çавна май район администрацийĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комисси тата ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕ тĕрлĕрен профилактика ĕçĕсем йĕркелеççĕ: анкетировани, тестировани... Шел пулин те, пирĕн районта та çак усалпа явăçнă çынсем пур. Çавна май ашшĕ-амăшне çакна калас килет: ачисем пирĕн пулин те, ăсĕсем вара - хăйсен. Кунта чи кирли - асăрханулăх. Сыхă пулнине нимĕн те çитмест.

Пĕрлехи информаци кунĕ пуриншĕн те усăллă пулчĕ.

А.ИСАЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика