Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăхăр теçетке çула çитнĕ

26 сентября 2017 г.

Урмаел ялĕнче пурăнакан Майзиян Сайфулловна Башкртова авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче 90 çул тултарнине паллă тунă.

Вăрăм ĕмĕрлĕ юбиляра район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕпе Светлана Ульдинапа Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин саламланă. Раççей Президенчĕ Владимир Путин янă саламлă çырăва вуласа панă.

Майзиян аппа Минатулла Сафиуллин çемйинче кун кунлать. Мерсида кинĕ те ватта хисеплет. "Майзиян аппа маншăн анне вырăнĕнчех", - тет хĕр-арăм ăна сума суса.

Сумлă юбилярăн çемйи питĕ пысăк. Вăл тăванĕн ачисемпе тата вĕсен тĕпренчĕкĕсемпе чунтан хĕпĕртет.

Нумай кирлĕ-и вара ват çынна савăнтарма? Майзиян аппа пухăннисене тимлĕхшĕн, хăйĕн çинчен манманшăн ăшшăн тав тунă.

А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика