Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерĕве çывхартнă, тăшмансене аркатнă

05 мая 2017 г.

 Çу уйăхĕн 9-мĕшне - Çĕнтерỹ кунне - Урмаел ялĕнче пурăнакан Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Зиннетзян Алиякберович Абдрахманов яланах савăк кăмăлпа кĕтсе илет. Паллă кун унăн пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăл тăшмансене хирĕç çапăçăва тухнă, çĕр-çĕр нимĕçе тĕп тунă.

Пысăк та хитре, капмар çуртра пурăнаççĕ Абдрахмановсем. Вĕсен çемйи йышлă. Пĕр сăмахпа каласан, килте виçĕ ăру тĕпленнĕ: Зиннетзян Алиякберович, ывăлĕ тата мăнукĕ те çемйипе тăван килте пурăнать.

- Пĕр-пĕринпе килĕштеретпĕр. Çамрăксем аслисене хисеплеççĕ, сума сăваççĕ, эпир вара вĕсене яланах пулăшса, сĕнỹ-канаш парса пыратпăр. Ачасем, мăнуксем çумра пулнишĕн чунтан савăнатăп. Пỹрт ача сассипе ĕмĕрех пуян пултăр, - терĕ калаçу пуçарса ветеран. Вăл хăй те йышлă çемьере ỹснĕскер, çамрăксене те нумай ачаллă пулма пилленĕ.

Зиннетзян Алиякберовичпа иртнине таврăнса сăмах пуçартăмăр. Вунтăххăрти йĕкĕте 1943 çулхи май уйăхĕнче çара илсе кайнă. Ултă уйăх Канашра вĕрентсен çар тумĕ тăхăнтартса вакуна лартнă, Смоленск облаçне илсе çитернĕ. Унта вăл гварди артиллери полкĕн 27-мĕш бригадине лекет. Пирвайхи çапăçăва хутшăннине, нимĕçсен 10 дивизине аркатнине ветеран ассăн сывласа аса илчĕ. Вăрçă çулĕсем унăн пурнăçĕнче тарăн йĕр хăварнă. Украина, Румыни фронтĕнчи çапăçусем те хĕрỹ пулнă. Румыни çĕрĕ çинчи пĕр çапăçура аманать вăл. Чылай вăхăт эвакогоспитальте сипленет. Унтан каллех строя тăрать. Ку хутĕнче салтак çулĕ ăна Крыма илсе çитерет. Шăпах çакăнта Зиннетзян Алиякберович Аслă Çĕнтерĕве кĕтсе илет. 1950 çулта тин киле таврăнать çемье пуçĕ.

- Çак çула çити пурăннине телей темелле ĕнтĕ. Телей пулмасăр. Çумра ачасем, мăнуксем пурри вăй-хал парать. Савăнса пурăнма та пурте çителĕклĕ, - çиçсе илет унăн куçĕ.

Виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр çуратса ỹстернĕ Абдрахмановсем. Шемсижиган Насретдиновнăпа 50 çул ытла пĕрле килĕштерсе пурăннă. Шел пулин те, мăшăрĕ 15 çул каялла çĕре кĕнĕ.

- Мĕнле çав тери лайăх упранса юлма пултарнă-ха эсир? - ыйтрăм ветеранран.

- Ачасем мана тĕлĕнмелле лайăх пăхаççĕ, - терĕ вăл. - Маншăн вĕсем нимĕн те шеллемеççĕ. Эпĕ ывăннине пачах туймастăп. Пурăнас килет, - тет ветеран.

Тăхăрвунă çул урлă каçнă пулин те, Зиннетзян Алиякберович куллен мечете çỹрет, намаз вулать. Унăн вăй-халĕ малашне те çирĕп пултăр.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика