Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каçалсем хăнасене хапăл

04 апреля 2017 г.

Комсомольски - сăн-сăпат тĕлĕшĕнчен çĕнелсе, экономика енчен аталанса пыракан районсенчен пĕри. Кунта вырнаçнă хуçалăхсенчен чылайăшĕ паянхи кун чăннипех те мăнаçланма пултараççĕ. Пуш уйăхĕн юлашки кунĕнче ку тăрăхри пултаруллă ĕçченсемпе паллашма Элĕк, Вăрмар, Йĕпреç, Куславкка, Канаш, Çĕрпỹ тата Муркаш районĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем килсе çитрĕç.

Пухăннисем малтанах Чĕчкен ял тăрăхне çитсе курма кăмăл турĕç. Çак ял сăн-сăпачĕ район центрĕннинчен те кая пулманни хăнасенчен чылайăшне тĕлĕнтерчĕ, кунти тирпейлĕхпе тасалăх вара пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕç. Асăннă тăрăх пирки калас пулсан, вăл районăн кăнтăр енче вырнаçнă. Унăн лаптăкĕ 2178 гектарпа танлашать, административлă центр - Аслă Чурачăк ялĕнче. Кунта "Труд" ЯХПК, райпон тата харпăрлăхри лавккасем, çыхăну уйрăмĕ, мечетьпе православи чиркĕвĕ, икĕ шкул, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ, информаципе культура çурчĕ, вулавăш тата ачасен искусство шкулĕн филиалĕ вырнаçнă. Палăртмалла, кунта икĕ халăх çынни пулсан та, вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе туслăн пурăнаççĕ. Тата, Чĕчкен ял тăрăхĕ - "Республикăри чи лайăх ял тăрăхĕ" конкурсăн призерĕ.

Каярах семинара хутшăннисем Урмаел ял тăрăхне çул тытрĕç. Кунта вĕсем Тукай Мишерĕнчи Р.Г.Айсынăн хуçалăхĕпе паллашрĕç. Выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейлекен цех пирĕн районта 2012 çулта хута кайнă. Унта вăй хуракансем шултра выльăхсен ăш-чиккипе ыттине те пачах сая ямаççĕ.

- Эпир выльăхсен пыршине те тасататпăр. Вĕсене уйрăм ещĕксем çине пуçтарса шăнтатпăр. Пуç-ури пирки калас пулсан, вĕтететпĕр. Пĕр сăмахпа каласан, шăмăсенчен çăнăх хатĕрлетпĕр. Пĕлтĕрхи çул эпир 600 пуç шултра выльăхран 220 тонна продукт хатĕрлеме пултартăмăр. Ăна пирĕнтен Тутарстан Республикинчи "Матюшино" организаци сутăн илет, - палăртрĕ предприяти ертỹçи Рафис Гильметдинович. - Тĕллевсем пысăк: халĕ Китайпа çыхăну йĕркелесшĕн.

Хăнасем Комсомоль-скинче вырнаçнă "Слава картофелю" агрофирмăна та çитсе курчĕç. Кунта вĕсене уйрăмах техника паркĕ тĕлĕнтерчĕ. Ара, хуçалăхăн агротехника ĕçĕсене пурнăçламалли трактор-машина çителĕклех-çке. 2001 çулта йăл илнĕскер, вăл паянхи кун районта кăна мар, республикăра та малтисен йышĕнче. Предприяти пирки калас пулсан, вăл сутлăх тата вăрлăхлăх çĕрулми хатĕрлет. Унсăр пуçне юлашки вăхăтра "Слава картофелю" агрофирма элитлă вăрлăх та çитĕнтерме пуçларĕ.

Район администрацийĕн пысăк залĕнче иртнĕ "çавра сĕтеле" Алексей Самаркин уçрĕ. Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ иртнĕ 2016 çула пĕтĕмлетрĕ, кăçалхи плансемпе паллаштарчĕ. Тĕп ыйтусенчен пĕри нумай ачаллă çемьесене çĕр уйăрса парасси пулчĕ. Пуçлăх кăçал ĕçе кĕртмелли пурăнмалли фондăн калăпăшĕ пирки те манмарĕ.

Чăваш Республикинчи Муниципаллă пĕрлĕхсен совечĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев ертсе пыракан канашлура Ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин уйрăмĕн начальникĕ Марина Васильева, РФ Монополие хирĕçле службăн Чăваш Енри управленийĕнчи влаç органĕсене тĕрĕслекен пай ертỹçи Ксения Сергеева тата ыттисем те сăмах илчĕç. Вăрнар районĕнчи Калинино ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова вара ĕçре тĕл пулакан кăлтăксем пирки хăйĕн чун ыратăвне уçрĕ.

Канашлăва ЧР Администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Николай Каргинпа Муниципаллă пĕрлĕхсен совечĕн ĕç тăвакан директорĕ Станислав Николаев пĕтĕмлетрĕç. Каярах хăнасем "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче волейбол вылярĕç.

А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика