Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслăх вăл - çирĕп никĕс

28 марта 2017 г.

Этем пĕччен пурăнма пултараймасть, пĕччен çын телейсĕр те вăйсăр. Çав вăхăтрах çывăх юлташсем пулни этеме вăйлатать. Патшалăх пирки каласан, унта пурăнакан тĕрлĕ тĕнлĕ тата тĕрлĕ халăхсен хушшинчи çыхăнусем çирĕп пулни вара çĕршыва аталанма пулăшать. Халăхсен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетес енĕпе республикăра уйрăм общество организацине те йĕркелесе янă. Унăн председателĕ - Лев Пантелеймонович Кураков. "Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен ассамблейи" регионри обществăлла организаци членĕсем ушкăн ертỹçипе Лев Кураковпа пĕрле мартăн           23-мĕшĕнче Комсомольскине килсе çитрĕç. Кунта делегаци членĕсене районăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Хасиятулла Идиатуллинпа Алексей Самаркин ăшшăн кĕтсе илчĕç. Палăртса хăварам, мероприятин тĕп йĕркелỹçи "Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕ" обществăлла организаци пулчĕ.

Малтанах хăнасем Урмаелти тĕп мечете çул тытрĕç. Паянхи кун асăннă мечетре реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ. Каярах делегаци членĕсем çак ялти "Лейсан" ача садне çитсе курчĕç. Пĕчĕккисем хăнасене виçĕ чĕлхепе саламларĕç, вырăнти халăхсен юрри-ташшипе пухăннисен кăмăлĕсене уçрĕç.

Ĕçлĕ ушкăн Урмаелти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул вĕренекенĕсемпе те тĕл пулчĕ. Çамрăксене Лев Кураков Чăваш Республикинчи халăхсен пĕрлĕхĕ çинчен каласа пачĕ. Аслă классем пухăннисене концерт кăтартрĕç. Тукай Мишерĕнчи вăтам шкулта ирттернĕ экскурси кашнийĕншĕн кăсăк пулчĕ. Уйрăмах хăнасене спортпа культура мероприятийĕсем вĕренỹ çурчĕн акт залĕнче иртни килĕшрĕ. Пухăннисем тутарсен кĕлĕ çуртне çитсе курчĕç. Хăнасем Урмаелти культура çурчĕ пирки те манмарĕç. Унта иртнĕ канашлăва ял тăрăхĕсен ертỹçисемпе шкул директорĕсем хутшăнчĕç. Ассамблея председателĕ Лев Кураков академик докладпа паллаштарчĕ.

- Чăваш Республикинче 128 тĕрлĕ халăх тата 8 наци йышĕ пурăнать. Паллах, тăван енре чăвашсем ытларах, апла пулин те пурте пĕр-пĕринпе килĕштереççĕ, ют чĕлхепе пуплекенсен культурипе паллашса вĕсен ырă йăлисемпе хамăрăн культурăна тата та пуянлатаççĕ, аталантараççĕ, - палăртрĕ академик.

Çивĕч ыйтусене сỹтсе явма район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова, тутарсен кĕлĕ çурчĕн руководителĕ Наил Ямалутдинов хазрат, наципе культура пĕрлешĕвĕсен ертỹçисем - Ферит Гибатдинов, Хайдар Сафиуллин, Салман Майрукаев, Акоп Погосян, Абдували Ергашев, Наталия Романова тата ыттисем те - хутшăнчĕç. "Çавра сĕтел" тавра ларнисем халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетес енĕпе уйрăмах тăрăшса ĕçлекенсене палăртрĕç. Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен ассамблейин Хисеп грамотине искусство шкулĕн директорĕ Ферит Гибатдинов, "Каçал ен" хаçатăн тĕп редакторĕ Любовь Шуряшкина тата Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова тивĕçрĕç. Чăваш наци конгресĕн Хисеп грамотипе Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн вĕрентекенне Татьяна Макаровăна, централизациленĕ бухгалтерин тĕп бухгалтерне Олеся Митюковăна ЧР Культура министерствин Хисеп хучĕпе чысларĕç. Мероприяти "Караван наследия" кăтартупа вĕçленчĕ.

А.ДЕНИСОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика