Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район çыннисемпе тĕл пулса ыйтусене уçăмлатнă

20 мая 2016 г.

Юнкун республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă май Чăваш Республикин бюджет политикин 2016 çулхи тĕп çул-йĕрĕсене тата экономика аталанăвне вăйлатассипе, пурнăçа лайăхлатассипе тунă ĕçсене сỹтсе явнă. Унсăр пуçне çуллахи вăхăтра Чăваш Республикинчи çамрăксемпе ачасен канăвне йĕркелес, çуркуннехи-çуллахи вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнас ыйтусемпе калаçнă.

Пĕрлехи информаци кунĕнче районта Чăваш Республикин Финанс министрĕн çумĕ Валерий Иванов, Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнă-вĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Ольга Казарина, "Хыпар" хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕ Геннадий Максимов, "Слава картофелю" агрофирма ООО директорсен совечĕн председателĕ Александр Капитонов пулчĕç. Вĕсем Урмаел, Тукай, Кайнлăк, Шурут ял тăрăхĕсене çитсе хуçалăх ĕçченĕсемпе, шкулсен коллективĕсемпе, ял çыннисемпе тĕл пулчĕç, информаци кунĕнче уçăмлатмалли темăсене сỹтсе яврĕç.

Паянхи кун ял тăрăхĕсенче пурăнакан нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕпе вăхăтра тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Акă, информаци кунĕнче те Урмаел ял тăрăхĕнчи нумай ачаллă 15 çемьене çĕр лаптăкĕн сертификачĕсене парса чысларĕç. Савăнăçлă мероприятие Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен патшалăх комитечĕн председателĕн çумĕ Ольга Казарина, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен уйрăмĕн начальникĕ Светлана Ульдина, Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин, ял çыннисем хутшăнчĕç. Тукай Мишер ялĕнчи 15 çемьене Солнечная урамра çĕр лаптăкĕсем уйăрса панă. Часах кунта çĕнĕ çуртсем çĕкленĕç, ача-пăча савăнăçлă сасси янăрĕ.

Районĕпе илес пулсассăн паянхи куна çĕр участокĕ илес кăмăллă 214 çемьене шута илнĕ. Хальлĕхе 183-шне çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ çĕнĕ çурт-йĕр çавăрасшăн. Черетре тăракансен ыйтăвне тивĕçтерсе патшалăх программине пурнăçласа кăçал Урмаелĕнчи, Комсомольскинчи, Тукай Мишерĕнчи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене ял çĕрĕсен шутне куçарса, вĕсене нумай ачаллă çемьесене валеçсе памалла. Çавна май çулталăк вĕçне тата 20 çемье çĕр лаптăкĕллĕ пулĕç. Урмаел вăтам шкулĕн коллективĕпе тĕл пулнă май ĕçлĕ ушкăн ачасен çуллахи канăвне йĕркелессине те тата пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнассине сỹтсе яврĕç. Ачасен канăвне йĕркелеме тата сывлăхне çирĕплетме июнь уйăхĕнче вăтам шкулта лагерь ĕçлĕ. Кун йышши лагерьсем районти кашни шкултах пулĕç. Çавăн пекех ачасем хула тулашĕнчи лагерьсенче канса сывлăхне çирĕплетеççĕ. Унпа пĕрлех çуллахи вăхăтра ачасене вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтересси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал республикипе 16100 ачана, районта 450 çамрăка ĕçпе тивĕçтермелле.

Кайнлăк ял тăрăхĕнче пулнă ĕçлĕ ушкăн Геннадий Максимов, район администрацийĕн капиталлă строительствăпа çул-йĕр, коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн начальникĕ Александр Краснов "Слава картофелю" агрофирма ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç, Хирти Мăнтăрти вăтам шкулта пулчĕç. Информаци кунĕн ыйтăвĕсене сỹтсе явнă май ачасен çуллахи канăвне пĕлсе йĕркелемеллине, пушар хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмаллине каласа хăварчĕç. Паянхи куна илес пулсассăн район территорийĕнче 10 пушар тухнă, пĕлтĕр çак вăхăтра 2 хутчен вут-çулăм алхаснă. Вĕсен шучĕ ỹсни кашнинех сисчĕвлентерет. Майăн 18-мĕшĕнче пĕр кунтах Çĕнĕ Александровкăра тата Çĕнĕ Мăратра çурт-йĕр, хуралтăсем тĕпĕ-йĕрĕпех çуннă. Вут-çулăм сăлтавĕ мĕн пулнине уçăмлатаççĕ. Çавăнпа та асăрхануллă, тимлĕ пуласчĕ.

Информаци кунĕнче район çыннисене хумхантаракан кашни ыйтăва шута илнĕ. Унпа пĕрлех çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

А.ЕФРЕМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика