Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта ĕçлĕ визитпа - Алена Аршинова

08 апреля 2016 г.

Апрелĕн 5-мĕшĕнче района РФ Патшалăх Думин Вĕренỹ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова ĕçлĕ визитпа килсе кайрĕ. Çул çỹревĕн программи пуян пулчĕ. Депутатпа пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн председателĕ Петр Краснов тата вĕрентỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова пулчĕç.

Алена Игоревна районпа паллашма Элпуç ялĕнче кăçал хута кайма хатĕрлекен 165 вырăнлăх вăтам шкулпа 40 вырăнлăх ача садĕнчен пуçларĕ. Асăннă шкула 2015 çулхи июньте çеç тума пикеннĕ пулсан та, халĕ кунта пысăк, илемлĕ çурт таçтанах курăнса ларать. Çитес кунсенче шалти ĕçсем те пуçланĕç. Шкулăн пĕрремĕш хутĕнче 70 вырăнлăх столовăй, спортзал, спортзалтах снарядсемпе инструктор комнати вырнаçĕç. Кунтах ачасем 120 вырăнлăх актовăй залра концертсем лартĕç, пухусене пуçтарăнĕç. Пĕрремĕш хутра кĕçĕн классен вĕренỹ класĕсем, вылямалли, çывăрмалли пỹлĕмсем, медицина кабинечĕсен блокĕ тата ытти те пулĕ. Иккĕмĕш хутра вара вĕренỹ кабинечĕсем, лабораторисем, библиотека, директор, завуч кабинечĕсем, учительски тума палăртнă. Шкул территорийĕнче футбол хирĕ, чупмалли çулсем, волейбол тата баскетбол лаптăкĕсем, хоккей площадки пулĕç. "Арка" ООО подряд организацийĕн директорĕ Фагиль Шарафутдинов ĕçсем графикрен юлмасăр пынине, çĕнĕ вĕренỹ çулне шкул хăйĕн алăкĕсене яри уçассине палăртрĕ. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова çĕнĕ шкулăн строительствипе кăмăллă юлчĕ, инçех мар вырнаçнă Хирти Явăш тĕп шкулĕн кивĕ çурчĕпе паллашнă май, кунта ăшă та тирпейлĕ тата канăçлă пулнине палăртса хăварчĕ.

Малалла депутат Тукай Мишер ялĕнче вырнаçнă Община çуртне (медресене) çитрĕ. Ăна 2,5 çул хушшинче Тукай Мишер ялĕн çыннисен вăйĕпе çĕкленĕ. Çавăнпа пĕрлех проекта пурнăçа кĕртме Чăваш Енри мăсăльмансен управлени-йĕпе тутарсен наципе культурин автономийĕ, Тутарстан Республикин ертỹлĕхĕ пулăшнă. Медресене çитнĕ май хăнасем ислама тата Корана вĕрентекен классене, кĕлĕ вуламалли пỹлĕмсене, столовăйне тата общежитие кĕрсе курчĕç.

Урмаел вăтам шкулĕнче Алена Аршинова шкул ĕçĕ-хĕлĕпе интересленчĕ, коллективпа тĕл пулса вĕрентекенсене пырса тивекен çивĕч ыйтусене сỹтсе яврĕ. Вĕсем ытларах вĕренỹ учрежденийĕн юсавĕпе çыхăннă. Асăннă шкул кăçал 150 çул тултарать, чỹречисене улăштарма, спортзалне юсама та вăхăт çитнĕ. Алексей Александрович пĕлтернĕ хыпар вара коллектива уйрăмах савăнтарчĕ. Федераллă бюджет пулăшăвĕпе 2016 çулта шкул спортзалне тĕплĕн юсама палăртнă та иккен.

Çав кунах РФ Патшалăх Думин депутачĕ Комсомольски 2-мĕш вăтам шку-лĕнче те пулчĕ, кунта райцентрти вăтам шкулсен коллективĕсемпе тĕл пулчĕ. Патшалăх Думин Вĕренỹ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕн çумĕ пулнă май, Алена Игоревна вĕрентекенсемпе ачасен патриотизмла воспитанийĕ, педагогика ăсталăхне ỹстересси пирки калаçрĕ. Çакăнтах политикăра темиçе çул çеç пулсан та Алена Аршинова хатĕрленĕ 59 проект саккун пулса тăнине те, вăл Патшалăх Думинче Чăваш Республикин депутачĕ пулнине те асăнса хăвармалла. Депутат тăрăшнипех Чăваш Ене тĕрлĕ субсидисем килсе тăраççĕ: 33 çĕнĕ ача сачĕ çĕкленнĕ, ялсенче 72 спортзала юсанă, кăçал тата 24 спортзала юсама палăртнă. Нумаях пулмасть тата "Единая Россия" партин малтанхи сасăлавĕн пĕрремĕш дебачĕ иртнĕ. Унта хутшăнакансем "Нацие сыхласа хăварасси: вĕренỹ, сывлăх сыхлавĕ, социаллă политика" темăна сỹтсе явнă.

Ĕçлĕ çул çỹреве пĕтĕмлетнĕ май Алена Аршинова депутат "вырăна çитсе çивĕч ыйтусемпе паллашни, çынсемпе курса калаçни малашне чăн пулăшу пама май парать", тесе палăртса хăварчĕ.

Н.АРХИПОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика