01 марта 2016 г.
Нумаях пулмасть Урмаел вăтам шкулĕнчи 8 "а" класра "Природа гриппа и ОРВИ, и способах профилактики этих болезней" темăпа класс сехечĕ иртрĕ.
Калаçăвăн тĕллевĕ - ачасене грипп чирĕ пирки, вăл мĕнрен пуçланса кайма пултарни, чирĕн палли пирки каласа парасси. Калаçу вăхăтĕнче грипп пирки мĕн пĕлнине, вăл мĕнле ерме пултарнине сỹтсе явнă, чире ертес мар тесен мĕн тумаллине ăнлантарнă. Çавăнпа пĕрлех вĕренекенсем, "Мĕн вăл сывлăх?", "Çыннăн сывлăхĕ камран килет?", "Сывлăха мĕн хавшатма пултарать?" ыйтусем çине те хуравларĕç.
Ачасем класс тулашĕнчи сехетре нумай сĕнỹ-канаша шута илчĕç, грипп - йывăр вируслă инфекци чирĕ пулнине, вăл пĕчĕк ачаран пуçласа ватă çынна та ерме пултарнине пĕлчĕç.
Класс ертỹçи Фанис Иштяков вара асăннă чирĕн историне каласа пачĕ, статистика кăтартăвĕсемпе тĕнчипе çак инфекципе мĕн чухлĕ çын чирленине шута илсе хатĕрленĕ презентаципе паллаштарчĕ.
Ф.ИШТЯКОВ
Источник: "Каçал Ен"