Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çулта та пĕрлех пуласчĕ

05 декабря 2015 г.

Нумай пулăмпа, паллă уявсемпе, ырă ĕçсемпе, улшăнусемпе пуян пулнă 2015 çулпа кĕçех сывпуллашăпăр. Çавна май кашниех çулталăк хушшинче мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетỹ тăвĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем хăйсен ĕçне уй-хир культурисенчен илнĕ тухăçпа, сунă сĕт калăпăшĕпе, выльăх-чĕрлĕх йышĕпе тата кĕнĕ тупăшпа виçĕç. Налукçăсем - мĕн чухлĕ налук кĕнипе, учительсем - вĕсем вĕрентекен ачасен пĕлỹ шайĕпе тата ытти те. Эпир вара, хаçатçăсем, Çĕнĕ çул умĕн çырăнтару епле иртнине пĕтĕмлетĕпĕр.

Хальхи вăхăтра "Каçал ен" хаçат 2735 экземплярпа тухса тăрать. Çак шутран ытларахăшĕ почта çыхăнăвĕ урлă саланать, "Чăвашпичет" киоскĕнче, редакцире çырăнса илекенсем те пур. Тавах сире, пирĕн вулаканăмăрсем, район хаçачĕн тусĕсем пулнăшăн! Пĕтĕм почтальона, киоск ĕçченне Лидия Букреевăна чĕререн тухакан тав сăмахĕ калатпăр. Малашне те çак туслă хутшăнăва татас марччĕ, мĕншĕн тесен "Каçал ен" çеç сирĕн пата район хыпарĕсене илсе çитерет, ялсенчи хисеплĕ, ĕçчен çынсемпе паллаштарать, тĕрлĕ консультаци парать. Унсăр пуçне, хаçат страницисем пĕлтерỹсемпе, саламсемпе, тĕрлĕ сĕнỹ-канашпа та пуян.

Килес çулăн пĕрремĕш çурри валли "Каçал ене" çырăнтарас ĕç декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вара çапларах: почта уйрăмĕсенче 1773 экземпляр, "Чăвашпичет" киоскĕнче 43, редакцинче 128 экземпляр çырăннă. Декабрĕн 3-13-мĕшĕсенче çырăнтару вунăкунлăхĕ иртет, ку кунсенче хаçат хакĕ йỹнĕрех. Вулаканăмăрсем, эсир çак тапхăрпа тухăçлă усă курасса шанас килет. Хăвăр çырăннă пулсан тăванăрсене, тус-юлташăрсене çырăнса парнелĕр, ку парнешĕн кирек кам тав савăнĕ.

Çĕнĕ çултан хамăрăн ĕçе пысăках мар улшăну кĕртессе те пĕлтересшĕн - "Каçал ене" халичченхи пек юнкунпа шăматкун мар, ытларикунпа эрнекун кăларма пуçласшăн.

Килес 2016 çул пирĕншĕн уйрăмах паллă - "Каçал ен" хаçатăн (малтанхи ячĕ - "Паянхи сас", 1997 çулччен - "Октябрь ялавĕ") пĕрремĕш номерĕ кун çути курнăранпа 85 çул çитет. Çавна май вулаканăмăрсенчен, пичет ветеранĕсенчен район хаçачĕ вĕсен пурнăçĕнче мĕнле вырăн йышăнни пирки е унпа çыхăннă интереслĕ самантсем çинчен çырнисене кĕтетпĕр. Çырусене почта урлă та, kasal1971@rambler.ru, shuryashkina2011@yandex.ru электрон адрессемпе те яма юрать. Ытти темăсене хускатсан та питĕ аван: йĕри-таврари ырă ĕçсем, çитменлĕхсем, çивĕч ыйтусем, сĕнỹсем тата ыт. те. Редакцие килекенсене те хапăл пулăпăр. Юбилей умĕн хамăрăн архиври сăн ỹкерчĕксене, статьясене пичетлени вара иртнĕ вăхăт çине тепре çаврăнса пăхма, хаклама май парĕ.

Историе 2016 çул Раççейре - кино, Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнипе кĕрсе юлĕ. "Каçал ен" Çĕнĕ çулта та район летопиçне малалла çырса пырĕ. Хаклă вулаканăмăрсем, килес çул та пĕрлех пулар!

Любовь ШУРЯШКИНА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика