Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тема - Çĕнĕ çул уявĕ

25 ноября 2015 г.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин ирттернĕ оперативлă канашлура Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене ирттерессине сỹтсе явнă.

Кăçалхи Çĕнĕ çул уявĕсем декабрĕн 22-мĕшĕнче "Год Обезьяны на старте" шоу-программăпа пуçланĕç. Çавăнпа пĕрлех Хĕл Мучисен йăлана кĕнĕ парачĕ, театрализациленĕ представленисемпе çĕнĕ çул утренникĕсем иртĕç. Районти тĕп библиотекăпа филиалĕсенче тĕрлĕ выставкăсене, çавра сĕтелсене çитсе курма та май пулĕ. Районти искусство шкулĕн пултаруллă ачисем шкул уçăлнăранпа 50 çул çитнĕ ятпа уяв концерчĕпе савăнтарĕç.

Кăçал уявăн тĕп чăрăшĕ центрта мар, "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче пулĕ. Ăна декабрĕн юлашки вунăкунлăхĕнче лартма палăртнă. Шкулти уявсем вара декабрĕн 25-мĕшĕнчен пуçланса çĕнĕ çулхи каникулсем вĕçленичченех иртĕç.

Унсăр пуçне конкурссем, викторинăсем, волейбол, теннис, мини-футбол вăййисемпе ытти ăмăртусем ирттерме те палăртнă. Юр çителĕклĕ пулсан спорта юратакансем йĕлтĕрпе ăмăртĕç. Çавăнпа пĕрлех хĕллехи вăрмана экскурсисем те йĕркелĕç.

Ачасем район администрацийĕн пуçлăхĕн елкине çитсе савăнма пултарĕç. Пултаруллă тата 14 çул тултарман 5 е ытларах ача ỹстерекен нумай ачаллă çемьесенчи, сусăр, усрава илнĕ ачасем парнеллĕ пулĕç.

Çĕнĕ çул умĕн ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем асăрхав органĕсемпе тата социаллă хỹтĕлев ĕçченĕсемпе пĕрле район çыннисемпе пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнасси пирки калаçусем ирттерĕç. Çавăнпа пĕрлех уяв умĕн тата хыççăн район администрацийĕпе ял поселенийĕсен ĕçченĕсем талăкĕпех дежурствăра тăрĕç.

Алексей Александрович ертỹçĕсемпе начальниксене культурăпа спорт мероприятийĕсене çỹллĕ шайра йĕркелеме ыйтнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика