25 ноября 2015 г.
Ноябрĕн 23-мĕшĕнче Тукай Мишер ялĕнче Чăваш Республикинчи мусульмансен тĕн управленийĕн тата тутарсен наципе культура автономийĕн обществăлла канашĕ иртнĕ. Унта Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресс исполкомĕн председателĕ Р.З.Закиров, Раççей Федерацийĕнчи регионсенчи тутарсен обществăлла канашĕсемпе ĕçлекен председателĕн çумĕ М.Р.Тукаев хутшăннă. Шăпах çак кун Тукай Мишерте пурăнакансене пысăк парне тунă. "Форд" çĕнĕ микроавтобус - Тутарстан Республикин Президенчĕн Р.Н.Миннихановăн парни.
"Форд" çĕнĕ микроавтобус - Тукай Мишерĕнчи нумаях пулмасть хута янă община çурчĕшĕн калама çук пысăк парне. Халĕ çула тухма çăмăлрах та меллĕрех пулĕ. Каласа хăвармалла, община çуртне Тукай Мишер çыннисем пуçтарнă укçа-тенкĕпе хăпартнă, юсав ĕçĕсем пурнăçланă. 2015 çулхи август уйăхĕнче хута янă çуртра ачасене тĕн пĕлĕвĕ параççĕ, тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ.
Уява район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин, администраци пуçлăхĕ Алексей Самаркин, Альберт Крганов муфтий тата ытти сумлă хăнасем те хутшăннă. Вĕсенчен кашниех парнешĕн, пысăк пулăшушăн тав тунă. Ялта пурăнакансем, шкул ачисем парнешĕн хĕпĕртенине пытарман.
Источник: "Каçал Ен"