24 октября 2015 г.
Тавралăх вăрмансемпе, улăх-çарансемпе илемлĕ. Мĕн тери аван-çке урамра йывăç, пахчара тĕрлĕ тĕм çитĕнсен! Çуллахи шăрăх çанталăкра вĕсен хỹттинче ларса канма лайăх. Çавăнпах пулĕ çынсем йывăç-тĕм лартас ĕçе хастар хутшăнаççĕ.
Акă, иртнĕ канмалли кунсенче Урмаел ялĕнче те Çемье паркне уçса йывăçсем лартрĕç. Пархатарлă ĕçе ял тăрăхĕн тата культура ĕçченĕсем, шкул ачисем, çемьесем хастар хутшăнчĕç. "Гаиля паркы" пуçаруçи - Урмаелĕнчи обществăлла канашăн хастарĕсем. Унăн ертỹçи Рамил Пахалов пĕлтернĕ тăрăх, йывăç лартса парк уçас ĕмĕт тахçанах пулнă, халĕ вара ăна пурнăçлама май килнĕ.
- Илемлĕ вырăнта, çулсеренех Сабантуй иртекен çĕрте, Çемье паркĕ уçăлчĕ. Малашне уява йывăçсен хỹттинче йĕр-келĕпĕр. Ларса канма та, савăнма та аван пулĕ. Лартнă хунавсем лайăх çеç çитĕнччĕр. Арçыннăн пурнăçра виçĕ ĕç пурнăçламалла теççĕ-çке халăх каларăшĕнче: йывăç лартмалла, ывăл çитĕнтермелле тата çурт хăпартмалла. Паян вара Урмаел ялĕнче пурăнакан арçынсемпе каччăсем ĕçе хастар хутшăнни уйрăмах савăнтарть, - терĕ вăл пĕрремĕш йывăçа лартнă май.
Ял çыннисем пурте пĕрле пухăнса вун-вун тĕп хурăн, чăрăш лартрĕç. Кашниех унта килсе ешĕл туссене пăхса тăма, шăварма сăмах пачĕ. Апла пулсассăн ырă ĕç çимĕçĕпе савăнтаратех. Ыттисен те вĕсенчен тĕслĕх илсе ялта, унăн çывăхĕнче йывăç лартма васкасчĕ.
Г.ГИНАТУЛЛИНА
Источник: "Каçал Ен"