Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енĕн паянхи Раççейри пĕлтерĕшĕ

15 августа 2015 г.

2015 çул Михаил Игнатьевшăн хăйнеевĕр юбилей çулталăкĕ теме те юрать. Республикăна пилĕк çул ертсе пыни хăшпĕр пĕтĕмлетĕве тума хистет. Иртнĕ çулсене тишкернĕ май паянхи Чăваш Ен çĕршыв картти çинчен мĕнлерех курăнни пирки шухăша кайрăмăр. Паллах, сăмах шкулти пỹлĕмри ахаль географи картти çинчен мар. Раççей регионĕсен сăнарлă картти пирки калатăп: унта федерацин кашни субъекчĕ хăйĕн чиккисемпе мар, социаллă сферăпа экономика аталанăвĕн уйрăмлăхĕсемпе, хăйнеевĕр идейăсемпе тата çĕнĕлĕхсемпе палăрса тăрать - вĕсем регионти çынсен пурнăçне лайăхрах тума, региона хăйне малтисен шутне кăларма тивĕç. Çак ыйтăва хуравламашкăн эпир Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа калаçас терĕмĕр.

- Михаил Васильевич, эсир хăвăршăн çак ыйтăва мĕнлерех хуравланă пулăттăр?

- Пĕтĕмпех танлаштарура уçăмланать. Чи малтан аса килекенни - 2010 çулхи лару-тăру, ун чухне эпĕ тăван Чăваш Ене ертсе пыма пуçларăм. Атăл леш енчи вăрмансенче пушарсем алхасатчĕç, хваттер туянма пая кĕрсе улталаннă çынсем митингсенче шавлатчĕç, пурăнмалли çурт-йĕр строительствин питех те пысăк проектне - "Çĕнĕ хула" района - хытхура хупăрланăччĕ, пысăк промышленноç предприятийĕсем пĕрин хыççăн тепри панкрута тухатчĕç. Шупашкарти тах-çан çĕршывĕпех паллă пулнă пир-авăр комбиначĕ кăна мĕне тăрать! Производство цехĕ пулнă лаптăксенче суту-илỹпе киленỹ центрĕсем уçăлаççĕ... Шăпах çавăн чухне республикăна малашлăх аталанăвĕн çĕнĕ планĕ кирли паллă пулчĕ.

Пирĕн нефтьпе газ та çук, Чăваш çĕрĕ ылтăнпа тата алмазпа мухтанаймасть. Пирĕн тĕп пуянлăх - çынсем, Чăваш Енĕн ĕçчен те ăслă халăхĕ. Çавăнпа та влаçăн тĕп тивĕçĕ - хамăрăн ĕçри пултарулăхпа, наукăпа, ăс-хакăлпа çыхăннă хăватпа туллин усă курмалли условисем йĕркелесси.

Инвестицисем экономикăна вăй параççĕ

- Çав çулсенчи условисене тĕпе хунă май мĕн çине пусăм тăвас терĕр, мĕншĕн çапла йышăнтăр?

- Республика ертỹçин должноçне йышăннă хыççăн пирвайхи кунсенченех эпĕ Чăваш Енĕн инвестици илĕртỹлĕхне çĕклемелли пирки каланă. Манăн шухăшăмпа - ăçта пусăм тумалли куçкĕрет. Инвестицисем - çĕнĕ ĕç вырăнĕсем, çĕнĕ технологисем, хамăрăн килти, Чăваш Енри, лайăх ĕç укçи.

Республикăра тирпейлекен промышленноçа инвестицисем хывассине хавхалантарас, инфратытăм объекчĕсен строительствине тỹрремĕнех пулăшас тата техника енĕпе çыхăнтарассин тăкакĕсене чакарас, производствăна çĕнетсе çĕнĕ техникăпа тивĕçтермелли кредитсен процент виçисене субсидилес енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тунă. Сăмахĕсем кăткăс, анчах вĕсен хыçĕнчи шухăш ансат - инвесторсем валли ăнланмалла та уçăмлă условисем йĕркелесси. Çак политика хăйĕн çимĕçне кỹчĕ.

Паян Чăваш Ен питех те пысăк проектсене пурнăçлас тĕлĕшпе шанчăклă ĕçтеш пулнине пурте пĕлеççĕ.

Пилĕк çулта республика территорийĕнче пурнăçа кĕртнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсем 100 патнеллех. Ку вара - çĕнĕ 12 пин ĕç вырăнĕ. Чăваш Ен экономикине 130 млрд тенкĕ ытла хывнă.

- Сăмах мĕнле проектсем пирки?

- Çуллен çĕнĕ 3-5 производство уçатпăр. Пĕлтĕр, сăмахран, Çĕнĕ Шупашкарта "Экоклинкер" ОООн отделка тумалли клинкер керамика плиткин Раççейри пирвайхи завочĕ хута кайрĕ, "ЭКРА" НПП ОООн производство тĕллевĕллĕ комплексĕн пĕрремĕш черечĕ, "Бреслер" НПП ОООн çĕнĕ производстви ĕçлеме пуçларĕç.

Иртнĕ çул Шупашкарта "Нэт Бай Нэт Холдинг" ОООн контакт центрĕ уçăлчĕ, вăл Раççейĕн темиçе регионĕнчи абонентсен ыйтăвĕсене тивĕçтерет. Пĕрремĕш тапхăрта унта 300 çынна ĕçе вырнаçтарнă, каярахпа 400 çын ĕçлеме тытăнĕ.

Май вĕçĕнче Шупашкарта ВТБ24 банкăн сервис центрне уçассипе çыхăннă официаллă церемони пулчĕ. Вĕсем урăх региона та суйласа илме пултарнă - нимĕн те çухатмастчĕç. Анчах эпир инвестицисем пирĕн пата килччĕр тесе пĕтĕмпех турăмăр. Çакă пысăк усă кỹрет. Çĕршыври чи пысăк финанс тытăмĕсенчен пĕрин çакнашкал центрне уçни - Чăваш Еншĕн чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. ВТБ24 сервис центрне хута яма хывнă инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1,5 млрд тенкĕпе танлашрĕ. Паянах унта 400 яхăн сотрудник вăй хурать. Вун-вун яшпа хĕр, Мускавра ĕçленĕскерсем, Чăваш Ен тĕп хулине таврăнчĕç. 2017 çулта вара, сервис центрĕ тулли хăватпа ĕçлесе кайсан, унта 1200 çын патнелле ĕçлĕ.

Ют çĕршывсен капиталне явăçтарса пурнăçланă пысăк инвестици проекчĕсен ăнăçлă тĕслĕхĕсем пур. Кăçал Çĕнĕ Шупашкар хулинче хĕвел модулĕсен производствин завочĕ ĕçе пуçăнчĕ. Çывăх вăхăтра паха клинкер брусчатки туса кăларакан çĕнĕ йышши производство хута каймалла. Кĕркунне автомобильсем валли çĕнĕ йышши кабель туса кăларакан "Фуджикура Аутомотив РУС Шупашкар" производство ĕçлеме тытăнать.

Паян республикăра Испанири, Германири, Сербири, Японири, Италири паллă компанисем ĕçлеççĕ.

Çав шутра - "Роко Групп" компанин - ваннăй пỹлĕмсем валли тĕрлĕ издели туса кăларакан тĕнчипе паллă производителĕн - предприятийĕсем те, Канашри пахчаçимĕç тирпейлекен "Девелей" завод та. Сăмах май, юлашкинчен асăнни - нимĕç компанийĕн Раççей территорийĕнчи пĕрремĕш предприятийĕ.

Çĕршывăмăршăн çĕнĕлĕх шутланакан клинкер тата хĕвел батарейисен производствисем çинчен уйрăммăн каласшăн. Паянах çак заводсен продукцийĕ Чăваш Ен пирки çĕршывра та, унăн тулашĕнче те инвестицисем енĕпе сумлă ĕçтеш тесе каламашкăн хистет.

- Проектсем йышлă пулин те инвестицисем илсе килессипе çыхăннă ĕçе çĕршывăн ытти регионĕпе танлаштарса хаклани вырăнлă.

- Июнĕн 19-мĕшĕнче Петербургри Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче çĕршыв Президенчĕ Владимир Путин Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи инвестици климачĕн наци рейтингĕн кăтартăвĕсене тĕпе хурса Чăваш Ене бизнес тытса пымалли чи лайăх регионсен шутĕнче асăнчĕ. Çакă - Раççей регионĕсене бизнес тытса пырассин хăтлăхĕ енĕпе çапла пуçласа анлăн хаклани. Чăваш Ен тỹрех лидерсен йышне кĕни - уйрăмах кăтартуллă.

Çĕршывăмăр экономикине импорта улăштарнă май мĕн кирлине шута илсен юлашки вăхăтра уçăлнă мĕнпур производствăн малашлăхĕ лайăх пулмалла. Ку оборона саккасне пурнăçлама явăçтаракан организацисене те, строительство материалĕсем туса кăларакансене те пырса тивет. Апат-çимĕç промышленноçĕ пирки каламастăп та. Сăмахран, "АККОНД" АУО продукцийĕ - республикăн чăн-чăн визит карточки. Çĕршыври тĕп кондитер фабрикисен йышĕнчи предприятире 90-мĕш çулсенчен пуçласа производство виçĕ хут ытла ỹснĕ. Паян та предприяти производство калăпăшне ỹстерсе пырать.

Электротехника отраслĕн производствисем пирки те уйрăммăн чарăнса тăрам. Хăйсен позицийĕсене çирĕплетмешкĕн вĕсен пысăк технологисене, инновацие тĕпе хуракан производствăсем пулмалла. Республика Правительствин тивĕçĕ вара - вĕсене ку енĕпе пулăшасси. Эпĕ пуçару авторĕсенчен пĕри пултăм: çак тĕллевпе республикăра инноваци территори электротехника кластерне туса хунă, вăл 40 ытла организацие пĕрлештерет. Çак предприятисем çуллен туса кăларакан продукци калапăшне ỹстереççĕ. Тирпейлекен производствăсен тирпейлесе ăсатнă продукци калăпăшĕнчи кашни пиллĕкмĕш тенкĕ тата республикăн машиностроени комплексĕн кашни виççĕмĕш тенки - электротехника предприятийĕсен кластерĕн тỹпи. Çакă - республикăн ăс-хакăл капиталĕпе тухăçлă усă курнин кăтартуллă тĕслĕхĕ.

- Анчах çакă экономикăна çĕнетмелли çул пуçламăшĕ пулни куçкĕрет. Малашне мĕнле кăтартусем кĕтетĕр?

- 2020 çулччен Чăваш Енре бюджет тулашĕнчи çăлкуçсенчен пысăк технологиллĕ çĕнĕ производствăсем йĕркелеме тата пуррисене çĕнетме 100 млрд тенке яхăн хывма палăртатпăр. Ку республикăра пурăнакан кашни çынна лайăх ĕçпе тивĕçтерме май парĕ.

Пирĕн паянхи тĕллев - хамăр тăрăхшăн йăлана кĕнĕ отрасльсене, Раççейри потребительсем валли продукци туса кăлараканскерсене, малалла ỹсме пулăшакан условисене упраса хăварасси, аталантарасси тата хатĕрлесси. Çĕнĕ производствăсене аталантармалли условисем йĕр-келемелле. Малашлăха шанманнисем çапла тумашкăн çынсем те, технологисем те çук теме пăхĕç. Хуравлатăп: пурнăç чарăнса тăмасть. Иртнĕ çулсем эпир малтанлăха пурнăçлама май çук пек туйăннă тĕллевсене тỹрре кăларма та пултарнине кăтартса пачĕç, Чăваш Ен паян çавăнпа пурăнать тата ĕçлет.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика