Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир Путин Чăваш Ен инвестици енчен лайăх пулнине палăртнă

23 июня 2015 г.

Санкт-Петербург хулинче иртнĕ Пĕтĕм халăхсен экономика форумĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Ен чи лайăх инвестици аталанăвĕн регионĕ тесе палăртнă.

Июнĕн 19-мĕшĕнче Санкт-Петербургри Пĕтĕм халăхсен экономика форумĕнче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи инвестици климачĕн рейтингне палăртнă. Чи лайăххисене палăртма 2015 çулта Пĕтĕм Раççейри 200 пин бизнесменпа ыйтăм йĕркеленĕ.

Владимир Путин пленарлă канашлу вăхăтĕнче инвестици климачĕн наци рейтингĕ Раççей Федерацийĕн регионĕ-семшĕн пысăк вырăн йышăнасса пĕлтернĕ. "Рейтинг - тĕллев мар, çĕршывĕпех ытти регионсен паха тĕслĕхĕпе паллашмалли ĕçлекен инструментсенчен пĕри пулмалла. Предпринимательсем ĕçлĕ сферăпа, патшалăх управленине епле хаклани - проект хăйне евĕрлĕхĕ", - тенĕ вăл.

Владимир Путин инвестици аталанăвĕпе малта пыракан регионсемпе паллаштарнă: "Сỹтсе явнă май паха ĕçлекенсене палăртнă. Апла пулин те тепĕр хутчен каласа хăварни вырăнлă. Вĕсем: Калуга облаçĕ, Тутартсан Республики, Белгород, Тамбов, Ульяновск, Тула облаçĕсем, Краснодар крайĕ, Чăваш Республики. Тепĕр хут палăртатăп - инвестици климачĕн наци рейтингĕ пĕтĕм шайри влаç органĕсен управлени пахалăхне ỹстерекен инструмент пулмалла. Çакă - пирĕн аталанăвăн тĕп çул-йĕрĕ".

Аса илтеретпĕр, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи инвестици климачĕн наци рейтингĕн пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Ен чи лайăх 10 регион йышне кĕнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика