Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урмаелте кĕрлерĕ Сабантуй

11 июня 2015 г.

Çулсерен ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн чăвашсем Акатуй, тутарсем Сабантуй уявне ирттернĕ. Çак йăлана паянхи çынсем те çирĕп тытса пыраççĕ. Каçхи сивĕсем хăратнă пулин те уй-хирсем, уйрăм çынсен анкартисем симĕс тумпа витĕннĕ. Ял халăхĕн пахчасенчен канма вăхăт та çитнĕ. Çынсен кăмăл-туйăмне пĕлсех-тĕр, çак кун çумăр çусах тăчĕ. Вăл çĕр ĕçченĕсемшĕн чи хаклă парне пулчĕ. Çумăр пулсан, витерсе çусан тухăç пулатех.

Урмаел ял халăхĕпе хăнисемшĕн уяв июнĕн 5-мĕшĕнчех пуçланчĕ. Виçĕ пин ытла çыннăн Мускав, Шупашкар, Хусан хулисенчен, Кабардино-Балкари, Саха Якути республикисенчен, Чул хула облаçĕнчен килнĕ тусĕсемпе Ильдус Шайдуллин шоу-программипе киленме май пулчĕ. Июнĕн 6-мĕшĕ вара халăхшăн савăнăçлă кăмăл-туйăмпа иртрĕ. Ир-ирех Урмаел лапамĕнчен тутар юрри-кĕвви тавраналла шăранчĕ. Ял çыннисем, хаклă хăнасем ирхине 8 сехет тĕлнеллех уяв иртекен вырăна çул тытрĕç.

Уявăн хисеплĕ хăнисем хушшинче Комсомольски районĕн тата администрацийĕн пуçлăхĕсем Евгений Карпеевпра Михаил Афанасьев, Урмаел ял поселени пуçлăхĕ Минзаит Зайнуллин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, "Алга" ЯХПК ертỹçи Нурислам Мифтахутдинов, "Чăваш Республикин тутарсен наципе культура автономийĕ" общество организацийĕн председателĕ Ферит Гибатдинов тата ыттисем пулчĕç. Вĕсем Сабантуя пуçтарăннисене кăмăлтан саламларĕç, малашне те çитĕнỹсем тума, ял хуçалăхĕнче тỹрĕ чунпа тăрăшнăшăн тав туса пысăк тухăç илме сунчĕç. Шкул, ача сачĕн, ял поселени адмиснистрацийĕн ĕçченĕсене Минзаит Зайнуллин, производствăра малта пыракансене Нурислам Мифтахутдинов парнесемпе тата грамотăсемпе чысларĕç.

Уяв сцени çинче юрă-ташă чылайччен пулчĕ. Кунта тутар кĕвви çеç мар, чăваш, вырăс юррисем те янăрарĕç. Вырăнти "Мишар", ялсенчи художество пултарулăх ансамблĕсем, уйрăм çынсем хăйсен ăсталăхне кăтартни паха пулчĕ. Пирĕн тăрăхра талантлисем, ăстасем, пултаруллисем пуррине тепĕр хутчен çирĕплетрĕç.

"Урмай-Залида" фестивале хутшăнакансем илемлĕ те çепĕç юррисемпе, çулăмлă ташшисемпе куракансене савăнтарчĕç, хавхалантарчĕç. Чăвашсем, тутарсем, балкарсем, уйгурсем, турккăсем, узбексем, пушкăртсем тĕрĕк халăхĕн этнокультурин юррисемпе, ташшисемпе, йăли-йĕркипе паллаштарчĕç. Çумăр лỹшкесе тăчĕ пулсан та кашниех Урмаел фестивалĕн конкурс программине тухайрĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе Якутск хулинчен килнĕ "Добун" этно фольклор ушкăнĕ çĕнтерỹçĕ пулчĕ, "Гран-при" çĕнсе илчĕ. Кабардино-Балкари республикинчи Эльбрус районĕнчен килсе çитнĕ "Эльбрус" халăх ташă ансамблĕпе вырăнти "Мишар" эстрадăпа фольклор ушкăнĕ тата ытти коллективсем лауреат ячĕсене тивĕçрĕç. Нумай ушкăна сертификатсемпе чысларĕç.

Сабантуй юрăпа ташăсăр пуçне спорт вăййисемпе те пуян пулчĕ. Вăй-хал енчен çирĕпписем ал вăйне виçес енĕпе тупăшрĕç, канат туртрĕç. Кĕвентепе шыв йăтса чупса ăмăртасси те хăйнеевĕрлĕхпе палăрчĕ. Маттурсем уявра тата ытти енĕпе те хăйсен ăсталăхне тĕрĕслерĕç. Ăмăртура яланах хастаррисем çĕнтереççĕ. Вĕсем кашниех хаклă парнене тивĕçрĕç. Ачасем те тĕрлĕ аттракционсем тата пони çинче ярăнса савăнчĕç, кăмăл туличчен канчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика