Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир Путин: "Пирĕн ахаль çын мĕнле пурăннине туймалла"

18 апреля 2015 г.

Раççей Президенчĕ ирттернĕ "Тỹри лини" валли 3 млн яхăн ыйту йышăннă. Владимир Путин 3 сехет те 57 минута тăсăлнă тỹрĕ эфирта 74 ыйту çине хуравлама ĕлкĕрнĕ.

Калаçăва Владимир Владимирович çулталăка пĕтĕмлетнинчен пуçланă. Иртнĕ çулшăн кăтартуллă пулăмсен шутĕнче вăл чи малтанах Крым, Севастополь Раççейпе пĕрлешнине, çĕршыв тулашри кăткăс экономика условийĕсенче пурăннине палăртнă.

Çулталăкăн ырă кăтартăвĕсен шутĕнче - демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни. Ача çуратасси ỹснĕ, çын вилесси чакнă.

Ют çĕршывсем Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисемпе çыхăннă ыйтăва хуравланă май Президент "çав санкцисене пула тухса тăнă лару-тăрупа аталанăвăн çĕнĕ шайне çĕкленмешкĕн усă курмалли" çинчен каланă.

Паллах, Украина пирки те ыйтусем пулнă. Владимир Путин шучĕпе, Украина ертỹçисем нумай йăнăш тăваççĕ. Паянхи лару-тăруран тухмашкăн пĕр-тен-пĕр çул кăна пур - Минскри килĕшĕве пурнăçласси.

Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейĕ çывхарнă май вăрçă теминчен те пăрăнса иртмен. "Эпир хамăр уява паллă тăватпăр, çĕнтерỹçĕсен ăрăвне пуç таятпăр. Хамăр çĕршыври тата чикĕ леш енчи паянхи ăру çав вăрçа нихăçан та ан мантăр, малашне унашкалли пуласран сыхлантăр", - тенĕ В.Путин.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика