Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сурăх та тупăшлă

15 апреля 2015 г.

Комсомольски районĕнчи Тукай Мишерти Ибрагимовсем 2013 çулта программăпа фермер хуçалăхне пуçарса яма 900 пин тенкĕ илнĕ. Грант укçипе тата кредитпа Ибрагимовсем сурăх вити туса лартнă.

Конкурса хутшăнма документсем тăратнă вăхăтра çемьен пурĕ 10 сурăх пулнă, çав шутра 6-шĕ «Романовский» ăрат текенни. Сурăх харăсах икĕ-виçĕ путек туса панипе кĕтÿ пысăклансах пынă. Иртнĕ çул хăйсен укçи-тенкипе ăратлă 80 сурăх туяннă фермер. Кĕçех вĕсен йышĕ 230 пуçа çитнĕ, çав шутра пăранлаканни - 150.

- Малашне виççĕр пуçа çитересшĕн, - каласа парать Ринат Ибрагимов. - Витене çавăн чухлĕ усрамалăх тунă та. Эпир «Романовский» ăрат ĕрчететпĕр. Вăл пирĕн тăрăхри условисенче хăйне лайăх туять. Сурăх харăсах темиçе путек туса панипе кĕтĕве пысăклатма çăмăл.

Фермер 30 гектар çĕр çинче выльăх апачĕ туса илет. Хуçалăх сарăлнă май çемьепе кăна вăй çитерме йывăр. Ял çыннисене те ĕçе вырнаçтарнă. Ĕçлеме лаша, трактор пур вĕсен. Малашне ĕнесем ĕрчетме те палăртаççĕ. «Продукцие вырнаçтарассипе йывăрлăх пулмĕ. Аш-какайне те, путексене те туянаççĕ», - терĕ фермер.

Источник: "Хресчен сасси"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика