Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ришат Гибатдинов - Урмаел паттăрĕ

11 апреля 2015 г.

 Афганистанри вăрçă 26 çул каяллах пĕтнĕ пулсан та, унăн сасси халĕ те янăрать. Вăрçăра вырăс салтакĕсем чăн-чăн паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнă.

Акă Урмаел ялĕнчи халăх та хăйĕн паттăрĕсене манмасть, вĕсене халалласа, асăнса тĕрлĕ-тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Нумаях пулмасть "Кĕтне" ФСК-ра Урмаел ялĕнче çуралса ỹснĕ, Афганистанра паттăрлăх кăтартнă Ришат Гибатдинов ячĕпе педагогсен хушшинче йăлана кĕнĕ волейбол вăййи иртрĕ. Çак турнира кашни çулах Урмаел вăтам шкулĕпе обществăлла совет йĕркелеççĕ. Куçса çỹрекен кубокшăн кĕрешме учительсен 4 команди пуçтарăннă. Вĕсем: ФСК, Урмаел, Тукай Мишер, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕсен командисем. Учительсем чăн-чăн профессионалсем пекех хĕрỹ кĕрешрĕç. Ăмăрту пĕтĕмлетĕвĕсемпе пĕрремĕш вырăна ФСК команди çĕнсе илчĕ, иккĕмĕш вырăна Урмаел вăтам шкулĕ тухрĕ, виççĕмĕш вырăнта - Тукай Мишерсем, тăваттăмĕшĕнче - Комсомольскисем. Кашни командăна медальсемпе, парнесемпе чысларĕç.

Ришат Мингалиевич Гибатдинов Урмаел ялĕнче 1965 çулта çуралнă. Шкулта вĕреннĕ чухне ытти ачасенчен нимпех уйрăлса тăман пулсан та, спортпа питĕ туслă пулнă, пĕчĕк калибрлă винтовкăран лайăх пенĕ. Ришат йывăрлăхсенчен нихçан та хăраса тăман, юлташĕсене пулăшма тăрăшнă. Шкул пĕтерсен пулас паттăр Вăрнарти техникума вĕренме кĕнĕ. 1984 çулта çуркунне салтака кайнă. Малтан Пенза хулинче службăра тăнă, каярах ăна Таджикистана куçарнă, унтан вара Афганистанри Кандагар хулине янă.

Вăрçă вăхăтĕнче Ришат Гибатдинов ăна шанса панă тивĕçĕсене тăрăшуллăн пурнăçланă. Пурнăçне шеллемесĕрех çарти юлташĕсене пулăшма тăрăшнă, яланах малти ретре пулнă. Афганистан вăрçинче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Ришат Гибатдинов аслă сержант "Хĕрлĕ Çăлтăр" ордена, "За отвагу" икĕ медале, "Отличник пограничных войск" кăкăр çине çакмалли паллăна, тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика