Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фермерсене - анлă çул

14 марта 2015 г.

Тукай Мишер ялĕнче пурăнакан Ибрагимовсен çемйи 2013 çулта фермер ĕçне пуçăнакансене пулăшу паракан программăпа килĕшỹллĕн 900 пин тенкĕ патшалăх пулăшăвне илнĕ. Тивĕçнĕ укçа-тенкĕпе Ибрагимовсем сурăх ĕрчетекен ферма туса лартнă. Фермăна 2014 çулхи январь уйăхĕнче хута янă.

Документсене конкурса тăратнă вăхăта фермер хуçалăхĕнче 10 сурăх пулнă, вĕсенчен 6-шĕ - романов ăрачĕн çамрăк сурăхĕсем. 2014 çулта фермер хуçалăхĕ 80 пуç ăратлă сурăх туяннă. Халĕ вара фермăра 230 сурăх, вĕсенчен 150-шĕ - пăрлаканнисем.

- Эпир романов ăрачĕн сурăхĕсене çеç ĕрчететпĕр. Çак сурăхсем Раççейĕн Çурçĕр облаçĕсенче, тĕп тăрăхĕсенче те питĕ лайăх çитĕнеççĕ. Сурăхсем паха çăм параççĕ тата вĕсен чĕрĕ виçи пысăк. Пĕр сурăхран çулталăк хушшинче виçĕ сурăх путеккинчен кая мар илме пулать. Час-часах икĕ, виçĕ, тăватă, çичĕ путек те пăрнелеме пултараççĕ. Вĕсем сивĕрен пĕртте хăрамаççĕ, чĕр чунсем кунти сивве хăнăхса çитнĕ, - тесе каласа парать Ринат Ибрагимов.

Чăнах та иккен, романов ăратĕнчи путексем 30 градуса та çăмăллăнах ирттерсе яраççĕ, кашни сурăх вара 3-4 путек парать. Хăйсен выльăхĕсене çителĕклĕ апатлантарас тесе Ибрагимовсем 30 гектар çĕр çинче тĕш тырă ỹстереççĕ. Çамрăк фермерсене хуçалăхра икĕ ĕçчен пулăшать.

Ибрагимовсен трактор тата лашасем пур. Вĕсемсĕр апат хатĕрлеме май çук-çке, çынна куллен пуççапса çỹреймĕн. Планра вара сурăхсен йышне 300 пуçа çитересси тата ĕнесем ĕрчетесси. "Паянхи кун ялта пĕчĕк бизнес актуаллă", - тесе шутлаççĕ фермерсем. Сурăх ĕрчетекенсем аш-какая çăмăллăнах вырнаçтараççĕ, сутлăха яраççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика