Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Енĕн 2014 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика лару-тăрăвне пĕтĕмлетрĕç

14 марта 2015 г.

Муниципалитетсем иртнĕ çулăн пĕтĕмлетĕвĕсене туса пĕтернĕ хыççăн Чăваш Енĕн экономикипе социаллă пурнăçĕ 2014 çулта епле аталаннине тишкерме те вăхăт çитрĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн мартăн 11-мĕшĕнче иртнĕ анлă ларăвĕнче шăпах 2014 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене тишкерчĕç, çитес тапхăра лартнă тĕллевсене те пăхса тухрĕç. Çак ларăва Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, "Энергосервис" ООО директорĕ Геннадий Волков тата çак йĕркесен авторĕ те хутшăннă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство хăй çине илнĕ пур ĕçе те туллин пурнăçланине каларĕ. "Чăваш Енĕн пĕлтĕрхи çулăн макроэкономика кăтартăвĕсем 2013 çулхипе танлаштарсан самай лайăх. Промышленноç индексĕ, ял хуçалăх производстви лайăхланни, çурт-йĕрсем хута яни, халăхăн тупăшĕ кулленех ỹссе пыни уйрăмах хавхалантарать", - тесе палăртрĕ Михаил Игнатьев.

Пухăннисем умĕнче Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕсем - финанс министрĕ Светлана Енилина, ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов тухса калаçрĕç.

Финанс министрĕ Светлана Енилина республика бюджечĕ епле пурнăçланса пынине асăнчĕ. Республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕ пĕлтĕрхи çул 44 млрд 382,2 млн тенкĕпе танлашнă, 2013 çулхипе илес пулсан 3 процент ытларах. Харпăр хăй тупăшĕ 28 млрд 704,6 млн тенкĕ, кăтарту пĕлтĕрхинчен 2,8 процент çỹллĕрех. 2014 çулта республика "Раççей çемйи валли кил-çурт" программăна хутшăнакансен йышне кĕнĕ, унăн шайĕнче эконом-класс йышши пурăнмалли çурт-йĕр тума палăртнă. Пĕлтĕр Чăваш Ен ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвассипе çĕршыври чи лайăх сакăр регион шутне кĕнĕ. Республикăра çĕнĕ 15 ача сачĕ хута янă. Раççей Вĕренỹ министерстви палăртнă тăрăх, Чăваш Республики ку енĕпе лидерсен йышĕнче. 2014 çулта Чăваш Ен бюджет инвестицийĕсене ỹстерме пултарнă Раççейри 29 регион шутне кĕнĕ. Республика Правительстви экономикăн пурнăçламалли секторне пысăк тимлĕх уйăрнипе Чăваш Ен ку енĕпе Раççейре 5-мĕш вырăн йышăннă, Атăлçи федераци округĕнче - 2-мĕш вырăн. Социаллă политикăпа (2014 çулта 8 миллиарда яхăн тенкĕ уйăрнă) вĕрентĕве (15 миллиарда яхăн) те пысăк тимлĕх уйăрнă. Сывлăх сыхлавне лайăхлатас енĕпе пирĕн республика Атăлçи федераци округĕнче 4-мĕш вырăн йышăнать.

Ларура республикăри промышленноç предприятийĕсен ертỹçисем те сăмах илчĕç. Вĕсем паянхи экономика условийĕсем çĕнĕ рыноксене тухма хавхалантарнине палăртрĕç, мĕншĕн тесен çĕршыври тавар туса кăларакансен продукцийĕн конкурентлă пултарулăхĕ пур.

Ларура экономика аталанăвĕ енчен пăхса ирттернĕ 2014 çулхи конкурс çĕнтерỹçисене дипломсем парса хавхалантарчĕç.

Республика кăтартăвĕсенче Комсомольски район тỹпи те пуррине палăртса хăвармалла. Ял хуçалăх предприятийĕсем пурте тенĕ пекех тупăшлă ĕçлесе пыраççĕ. Пирĕн районта 2014 çулта фельдшерпа акушер 3 пунктне тăвассине вĕçленĕ, Киров поселокĕнчине июнĕн 24-мĕшĕнче хута янă. Йỹç Шăхаль тата Хирти Выçли ялĕсенче çывăх вăхăтра уçăлмалла. Çак программăна малалла пурнăçласа кăçал Тукайпа Дубовка ялĕсенче ФАП тума палăртнă.

Л.ШУРЯШКИНА.

Комментарий

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн советникĕ, "Энергосервис" ООО директорĕ Геннадий ВОЛКОВ:

- Чăваш Республикин 2014 çулхи ĕç-хĕлне тишкернипе пĕрлех Министрсен Кабинечĕн анлă ларă-вĕнче 2015 çула валли тĕллевсем те лартса хăварчĕç. Паллах, вĕсене палăртнă чухне кризис условийĕсене те шута илнĕ. Юлашки çулсенче çĕршыври лару-тăру улшăнсах тăрать пулсан та, Чăваш Ен хăйĕн çул-йĕрĕнчен пăрăнмасăр малалла çирĕппĕн утнине палăртмалла. Çитĕнỹсем те пур, çитменлĕхсĕрех те мар. Вĕсем çинчен тухса калаçакансем уççăн каларĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Йывăрлăхсене пĕтерес тесен пĕрлешсе ĕçлесе, резервсене шыраса малалла аталанма вариантсем тупмалла", тесе питĕ тĕрĕс каларĕ. Çакна пурин те, çавăн пекех пирĕн районта та, шута илсе малалла тăрăшарах ĕçлесчĕ.

Пирĕн çĕршыв тĕрлĕ кризиссемпе пăтăрмахсене пĕрре мар тỹссе ирттернĕ, пĕрлехи вăйпа ку йывăрлăхран та тата çирĕпленсе тухасса шанатăп.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика