Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнĕвĕ пур, ĕçлемелли пайтах

07 февраля 2015 г.

Февралĕн 6-мĕшĕнче райцентрти культурăпа кану центрĕнче Комсомольски районĕн 2014 çулхи экономикăпа социаллă аталанăвне пĕтĕмлетекен канашлу иртрĕ. Ун ĕçне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ - финанс министрĕ С.А.Енилина, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем П.С.Красновпа К.С.Мифтахутдинов хутшăнчĕç.

Пухăннисене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Унăн докладне сỹтсе явса калаçакансем те йышлă пулчĕç. Кияметдин Садыртдинович тăван районăмăр республикăра тĕрлĕ кăтартусемпе лайăххисен шутĕнче пулнине, çав вăхăтрах ĕçлесе çитерейменнисем те пуррине палăртрĕ.

Петр Степанович вара доклада тĕплĕ хатĕрленине каланипе пĕрлех унта танлаштарусем сахалраххине асăнчĕ. Пурнăçра пурте танлаштаруран курăнать-çке. Акă, республика фермер хуçалăхĕсене аталантарма панă 150 грантран 11-ĕшне пирĕн районта пурăнакансем илнĕ, çакă питĕ аван кăтарту. Çураласлăхпа пăхсан та кайрисем мар. Анчах районта пурăнакан кашни çын пуçне тивекен бюджет тивĕçтерĕвĕпе вара - юлашки вырăнсенчен пĕринче. "Вырăнта пухăннă тупăш хыснана 2013 çулхинчен 3 млн тенкĕ сахалрах кĕнĕ. Çав вăхăтрах республикăри 16 район хăйсем илекен тупăш калăпăшне ỹстерме пултарнă. Апла пулсан эпир бюджета тултармалли пĕтĕм майпа усă курман", - терĕ вăл тỹррĕн хăй сăмахĕнче. Çавăн пекех çине тăрса ĕçлемелли ытти самантсем çинче те чарăнса тăчĕ.

Район пуçлăхĕ - Комсомольски райпо совечĕн председателĕ Евгений Карпеев та экономикăри, экологири çивĕч ыйтусене хускатрĕ. Чăваш Республикин финанс министрĕ С.А.Енилина район бюджетне тултарас енĕпе пурин те çине тăрса ĕçлемеллине, уçса паман резервсем те пуррине каларĕ. "Çĕр, пурлăх çине хуракан налуксем вырăнти бюджетра юлаççĕ, апла пулсан ял тăрăхĕсен вĕсене туллин пуçтарма тăрăшмалла. Шута илмен çĕр лаптăкĕсемпе çурт-йĕре регистрацилессине хăвăртлатмалла", - терĕ Светлана Александровна 2015 çулта ăнăçлă ĕçлеме суннă май.

Сĕнỹ-канашсене шута илсе, критикăна кирлĕ пек йышăнса, çĕнĕ майсене уçса тăван районăмăр кăçалхи çул малалла хастаррăн аталанса чечеклентĕрччĕ! Комсомольскинче пурăнакан Г.Н. Мельникова çуртсене тĕпрен юсамалли фонда пуçтарăнакан укçа-тенкĕ, Çĕнĕ Сĕнтĕрти А.М.Степанов экологи пирки ыйтусем пачĕç. Канашлу вĕçĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине кăçал илме тивĕçнĕ çамрăксене свидетельствăсем пачĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика