01 ноября 2014 г.
Урмаел ялĕнче пурăнакан Асия Кашафовнăпа Рамил Меселимович Шакуровсем çак кунсенче Альберт ывăлĕ тăракан çар чаçĕнчен Тав çырăвĕ илчĕç. Альберт Шакуров Урмаел ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ачаранпах спортпа туслă çитĕннĕ каччă ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан çара кайма ят илсе салтак тумне тăхăннă. Мускав çывăхĕнчи Балашиха хулинчи хурал ротинче хĕсметре тăрать. Паллах, салтак пурнăçĕ çăмăл иртет тесе калаймăн. Çапах та каччă унта та хăйĕн пултарулăхне, тирпейлĕхне, тỹрĕ чунлăхне кăтартма пултарчĕ.
Альберт Шакуров пирки вăл хĕсметре тăракан ротăран акă мĕнлерех çырса пĕлтернĕ: "Хисеплĕ Рамил Меселимовичпа Асия Кашафовна! Сирĕн ывăлăр Альберт Рамилович Шакуров хăйĕн служба тивĕçне яланах присяга хушнă пек пурнăçласа пырать. Кăмăлĕпе çирĕп, хăйне яланах алăра тытать, çитменлĕхсене çийĕнчех тупса палăртать, вĕсене пĕтерес тĕлĕшпе пĕр тăхтамасăр ĕçлет. Юлташĕсем те, командирсем те ăна хисеплеççĕ. Альберт Шакуров подразделенири обществăлла ĕçе те хастар хутшăнать, спортпа туслă. Сирĕн ывăлăр салтакăн хисеплĕ ятне яланах çỹлте тытать".
Çыру ашшĕ-амăшĕн чĕринче савăнăç тата мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Тивĕçлĕ салтак ỹстернĕшĕн, ывăлне тĕрĕс воспитани панăшăн çар чаçĕн командованийĕ Шакуровсене тем пысăкăш тав сăмахĕ калать. Альберт юлташĕсемшĕн витĕмлĕ тĕслĕх пулнине палăртать.
Источник: "Каçал Ен"