Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕç çур ĕмĕртен те манăçмасть

20 сентября 2014 г.

Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕнчи медицина службин полковникĕ, РФ тава тивĕçлĕ тухтăрĕ Мустаким Сафиуллович Шайдуллин 2013 çулта Перу Республикинче Армандо Реворедо Иглесиас генерал-майор ячĕпе хисепленсе тăракан медале илме тивĕç пулнă.

   Мустаким Сафиуллович 1936 çулта Урмаел ялĕнче çуралнă. Вăтам шкул хыççăн 1954 çулта Хусанти патшалăх медицина институтне вĕренме кĕнĕ. 1959 çулта шăл тухтăрĕ пулса тăнă, çав çулах ăна салтака илсе кайнă. Унтан вăл лейтенант званийĕпе таврăнать. 1964 çулта С.М.Киров ячĕллĕ çар медицинин академине шăл тухтăрĕсен факультетне вĕренме кĕрет. Икĕ çултан шăл-çăвар чирĕсене сиплекен хирург специальноçне алла илет. Дипломлă специалиста Горьки облаçĕнчи çар госпиталĕнче шăл-çăвар чирĕсене сиплекен уйрăмăн пуçлăхне лартнă.

     1970 çулхи майăн 30-мĕшĕнче Перу Республикинче питĕ пысăк çĕр чĕтревĕ пулса иртет. Юнгай районĕнче 67 пин çын вилет, 55 пин аманать, 80 пин çын хỹтлĕхсĕр тăрса юлать. Çак инкеке пула асапланакансене пулăшу парас енĕпе Совет Союзĕ çар госпиталĕ йĕркелет. Госпитале çар медицина академийĕн клиникинчи специалисчĕсене илнĕ. Вĕсен шутĕнче Мустаким Сафиуллович та пулнă.

    "Ун чухне эпĕ тăван ене черетлĕ отпуска килнĕччĕ. Пĕр кунхине ман патăма ял Советĕнчен килсе тепĕр çур сехетрен госпиталь пуçлăхĕ шăнкăравласса пĕлтерчĕ. Тỹрех телефон патне чупрăм. Госпиталь пуçлăхĕ мана: "Мустаким, паянах каялла килме тух, ирхине сана кĕтсе илетпĕр", - терĕ. Эпĕ унран пĕр каçлăх юлма ирĕк ыйтрăм, вăл вара васкавлă командировкăна каймаллине пĕлтерчĕ. Тăвансемпе, хурăнташсемпе сывпуллашнă хыççăн çывăх юлташăм Канаш хулине каçхи пуйăс çине ăсатрĕ. Çакăнтан пуçланчĕ те ĕнтĕ манăн Перу пурнăçĕ.

    Пире, çар медицинин специалисчĕсене, чи шанчăклă 6 моторлă АН-24 самолетпа Перу Республикине ăсатрĕç. Перун тĕп хулине Лимăна çитиччен Лăпкă тата Атлантика океанĕсем урлă вĕçрĕмĕр. Палăртнă вырăна çитсенех çак хула илемлĕ, кăнтăрла унта питĕ пăчă, вĕри сывлăш пулнине, лавккасенче ылтăнран тунă тавар, ытти хаклă япала нумаййине сăнарăмăр.

    Малтанхи икĕ кунĕнче Перу Республикин тата СССР посольствин представителĕсемпе пысăк тĕл пулу иртрĕ. Вĕсем пире пулас ĕç-пуç çинчен ăнлантарса пачĕç. Перу туллă-сăртлă вырăнта вырнаçнă, тусен çỹллĕшĕ 3600 метр, тăршшĕ 1000 км яхăн. Эпир çитиччен маларах çĕр чĕтренин вăта тĕлне çитме самолетпа вертолет янă пулнă, анчах та вĕсем палăртнă вырăна çитеймен, тỹпери сывлăш çитмен уçлăха лексе тĕпĕ-йĕрĕпе арканнă.

    Икĕ кун иртсен пире самолета лартрĕç те Юнгай районĕнчи çĕр чĕтренин вăта тĕлне ячĕç. Палăртнă вырăна тĕрĕс-тĕкелех çитрĕмĕр. Кунта çĕр чĕтреннĕ хыççăн Юнгай хулине Уаскаран тăвĕ çинчен аннă капланчăк 30 метр хупласа хунă. Чи малтанах сывлама та, хускалма та питĕ йывăрччĕ. Пире малтанлăха пулăшма тесе çамрăк альпинистсем уйăрчĕç, вĕсем кашни специалиста кирлĕ инструментсемпе хăйне уйрăм палатка пачĕç. Горьки облаçĕнчен самолет çитмеллеччĕ, шел пулин те, радиопа çак самолет океансем хушшинче ỹкнине пĕлтерчĕç. Ку хыпар пурне те питĕ хытă аптратса ячĕ, мĕншĕн тесессĕн ун çинче пирĕн ĕçтешсем, çавăн пекех юлташсем пулнă-çке. Вĕсене асăнса эпир пысăк 22 кирпĕчрен палăк туса хутăмăр. Çак палăк паянхи кунчченех упранать.

   Тепĕр самант вăл - пире куçаруçăсем çитменни. Сăрт-тусенчен испан чĕлхипе çеç калаçакансем те килетчĕç. Малтанах вĕсене ăнланма питĕ йывăрччĕ, каярах вара пĕр-пĕрне хăнăхса çитрĕмĕр. Каялла Раççее эпир Çĕнĕ çул тĕлне таврăнтăмăр", - каласа пачĕ Мустаким Сафиуллович.

    Кирек мĕнле ĕçе те чăтăмлăн тата юратса тума хушать Мустаким Сафиуллович. Унăн ырă ĕçĕ те манăçман, унтанпа 43 çул иртнĕ пулсассăн та, сумлă награда хăйĕн хуçине шыраса тупнă-тупнах. 2013 çулта Перу Республикин хĕç-пăшаллă вăйĕн юбилейĕ пулнă. Çак куна асăнса ентешĕ-мĕре Перу Республикине чĕнсе илнĕ. Кунта ăна Армандо Реворедо Иглесиас генерал-майор ячĕпе хисепленекен медальпе наградăланă. Мустаким Сафиуллович пек пултаруллă, хисеплĕ, ырă, уçă кăмăллă çынсем пирĕн çĕршывра татах та нумай.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика