Урмаевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хавхалануллă кăмăлпа - малалла

17 мая 2014 г.

Ачасем тăрăшса вĕренесси учитель пултарулăхĕнчен нумай килет. Çавăнпа та педагогăн урок ирттернипе çеç çырлахмалла мар, хăйĕн те ăсталăхне тăтăшах ỹстермелле, конкурссене хутшăнмалла, ыттисен паха опычĕпе паллашмалла. 1992 çултанпа республикăра "Çулталăк вĕрентекенĕ" конкурс ирттереççĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ парас ĕçре тăрăшакансем хушшинче чи пултаруллине, лайăххисенчен лайăххине тупма пулăшакан тупăшăвăн пĕлтерĕшĕ - маттуррисене малашне те çитĕнỹсем патне ăнтăлма хавхалантарни. Çавна кура Чăваш Енре конкурссем те йышланчĕç. Кашни çулах "Чи лайăх воспитатель", "Чи лайăх социаллă педагог", "Чи лайăх психолог-педагог", "Чи лайăх класс ертỹçи" конкурссене пĕтĕмлетеççĕ, çĕнтерỹçĕсене палăртаççĕ.

Кăçалхи "Чи лайăх класс ертỹçи" конкурсра пирĕн районти Тукай Мишер вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Гузель Хайртдинова çĕнтернĕ. Çĕнтерỹçе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, 50 пин тенкĕ преми парса хавхалантарнă. Гузель Хайртдинова Тукай Мишер вăтам шкулĕнче 12 çул ĕçлет. Вăл ачасене акăлчан чĕлхине вĕрентет. Маттурскер, уроксене йĕркеленипе çеç çырлахмасть, 8-мĕш класс ертỹçи те вăл. Яланах шыравра педагог, конкурссене, фестивальсене хутшăнать, пĕлĕвне ỹстерет, уроксене ачасен кăмăлне каймалла, интереслĕ йĕркелеме тăрăшать.

- Урок хăйне евĕрлĕ пулмасан, ачана унта ларма кичем, интереслĕ мар. Çавна май уроксене яланах кăсăклă, хăйне евĕрлĕ ирттерме тăрăшатăп. Вĕренекенсене тĕрлĕ ĕçе явăçтаратăп. Вĕсем олимпиадăсене, конкурссене хастар хутшăнаççĕ. Саккăрмĕшсен класс ертỹçи пулнă май, тăтăшах класс сехечĕсем ирттеретпĕр, тĕрлĕ темăсене сỹтсе яватпăр, уявсене хутшăнатпăр, мероприятисем йĕркелетпĕр... Пĕр сăмахпа каласан - пушă вăхăт çук, - сăмахлать педагог.

Гузель Миназимовна пуçласа класпа 2010 çулта "Супер-класс!" конкурса хутшăннă. Асăннă конкурса РФ Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов йĕркеленĕччĕ. Унта вĕсем иккĕмĕш вырăна тухнă. 2013 çулта педагог хăйĕн пултарулăхне тĕрĕслесе "Учитель года" конкурса хутшăннă. Районта 1-мĕш вырăна тухнăскер, республика шайĕнче те чи лайăх лауреатсен йышне кĕнĕ. Çакă ăна тата малалла ăнтăлма хистенĕ. Кăçал вăл "Чи лайăх класс ертỹçи" конкурса хутшăнма кăмăл тунă. 31 педагогран 20-ĕшĕ куçăмлă тура хутшăннă.

- Конкурс мероприятийĕсене Шупашкар хулин 40 номерлĕ шкулĕнче йĕркелерĕç. Жюри членĕсем умĕнче класра уçă сехет ирттертĕмĕр, ятарласа хатĕрленĕ программăна хỹтĕлерĕмĕр, творчество ĕçĕсене пурнăçларăмăр. 20 çынран 5 лауреат суйласа илчĕç. Чи малтанах çак йыша лекнипе савăнтăм. Çĕнтерсен вара пушшех те хĕпĕртерĕм, - паллаштарчĕ Гузель Хайртдинова.

Педагог малашне те пысăк хавхалануллă кăмăлпа ĕçлессинче иккĕленỹ çук. Унăн куçĕсене тинкеретĕн те унта темĕнле вăй-хал тапса тăрать тейĕн. Вăл çăмăллăнах çĕннине алла илсе, вĕренекенсене тарăн пĕлỹ парас, вĕсен тавра курăмне анлăлатас тĕллевпе малалла утать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика