19 апреля 2014 г.
Ялта пурнăç йĕркеленме тытăннин палăрăмĕ - ачасем йышлăн çурални. Нумай пулмасть кăна-ха хĕрарăмсем алла пĕр-икĕ ачаран ытла тытасшăн марччĕ. Халĕ вара ял тăрăхĕсенче 4-5-шер ача çитĕнтерекенсем те сахал мар. Урмаел ял поселенийĕнче пурăнакансем çемье мĕн чухлĕ йышлăрах, вăл çавăн чухлĕ çирĕпрех тенине тĕпе хурса пурăнаççĕ. Шăпах çак тăрăхра ачасен çураласлăхĕ вилекенсенчен нумайрах. Ашшĕ-амăшĕ пĕр ачапа кăна йăпанмасть, çемье йышлă, ăрăва тăсакансем пулччăр тесе пурăнать. Çавăнпах асăннă ял тăрăхĕнче кашни çулах çуралакансен йышĕ ỹсет, ял ача-пăчапа пуян. Тĕслĕхрен, 2011 çулта çак тăрăхра 77 ача çут тĕнчене килнĕ, 2012 çулта - 94, пĕлтĕр 91 пепке çуралнă.
- Юлашки 2-3 çулта ырă улшăнусем пулни савăнтарать. Икĕ ялта мăшăрсем çемье çавăрни, ачасем çурални, çамрăксем кунтах тĕпленни - ырă пулăм. Ял пĕтмест, вăл çĕнелсе вăй илсе пырать. Эппин пурăнатпăр. Юлашки вăхăтра патшалăх çемьесене витĕмлĕ пулăшу пани те курăмлă. Вĕсенчен пĕри - амăшĕн капиталĕ тата нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕсем уйăрса пани. Çакăн хыççăн çĕнĕ урамсем вăй илчĕç, çамрăксем ялта çурт хăпартаççĕ, - терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минзаит Минсагирович Зайнуллин, кăтартусемшĕн савăнса. Ыттисен те вĕсенчен тĕслĕх илмелли пурах.
Источник: "Каçал Ен"